АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина ĕçĕнчи паттăрлăх

18 февраля 2009 г.

Медицина ĕçĕнчи паттăрлăх

Умра Хĕрлĕ Чутай районĕнче тухакан "Пирĕн пурнăç" хаçатăн 64-мĕш номерĕ. Кунта саламлă çыру пичетленнĕ. Паллашар-ха унпа. "Сывлăха сыхлас ĕçĕн чи хисеплĕ ветеранĕ, Мишеркассинчи врач офисĕн ĕçченĕ Галина Макаровна Кузьмина ĕмĕр тăршшĕпех чирлĕ çынсене сиплес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать. Çак кунсенче вăл сывлăх хуралĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 50 çул çитрĕ. Эпир, унăн сипленекенĕсем, ăна ырă кăмăлĕшĕн, çынна кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕр пулнишĕн хисеплетпĕр. Вăл чирлисене сыватса малалла пурăнма вăй-хал парать. Мĕн пур кăмăлтан ăна ăнăçу, çирĕп сывлăх, тату пурнăç сунатпăр," – тенĕ унта. "Пысăк тав сире, пирĕн хаклă тухтăрăмăр, вăхăтра медицина пулăшăвĕ панăшăн, – тенĕ тепĕр çырура.

Çур ĕмĕр улшăнмасăр пĕр вырăнта ĕçленипе кунти кашни çыннăн сывлăхне пĕлсе, сăнаса тăрать Галина Макаровна. Çак хушăра вăл çĕршер çынна вилĕмрен çăлса хăварчĕ, нумай ватă пурнăçне малалла тăсма пулăшрĕ. Куллен-кун хăйĕн медицина пĕлĕвне, пултарулăхне ÿстерсе пычĕ. Халĕ вăл аслă специалист пекех диагноз лартма, вăхăтра пулăшу пама пултарать. Хăйĕн ĕçне Г.Кузьмина фельдшер чунтанах юратать, чирлĕ çынна сыватсан савăнать, ырă ĕç туни ун кăмăлне çĕклет.

Çулĕсемпе çичĕ теçеткене çывхарать пулин те унăн вăй-хăвачĕ иксĕлми, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнать медицина ветеранĕ. Ирхине икĕ-виçĕ çухрăм чупасси, гимнастика тăвасси унăн йăлана кĕнĕ. Утаркассипе Мишеркасси ялĕсем иккĕшĕ те икшер çухрăм тăршшĕ пулнипе çуллахи вăхăтра Галина Макаровна чирлисем тата ваттисем патне ытларах чухне велосипедпа çÿрет. Пĕччен пурăнакан ватăсем ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, çавăнпа вăл час-часах вĕсем патне килĕсене çитме тăрăшать.

Пациентсемпе сăпайлă пулнăшăн, вĕсен сывлăхне упрассишĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕшĕн ăна ял çыннисем хисеплеççĕ.

– Халăх тавĕ маншăн хаклă, – тет Г.Кузьмина, – вăл ĕçлес кăмăла çĕклет, вăй-хăват хушать.

Çур ĕмĕр хушшинче тем те курма тивнĕ халăх тухтăрне. 60-70 çулсенче ĕç условийĕсем çителĕксĕр, çулсем начар пулнă. Чылай чухне хĕрарăма ача çуратма е йывăр чирлĕ çынна больницăна лашапа леçмелле пулнă. Çул çинчех ача çуратнă тĕслĕхсем те пĕрре кăна пулман. Хăюллă фельдшер ачасен, ватăсен хăрăк шăлĕсене кăларса сипленĕ. Кĕлеткери мăкăльсене (жировиксене) касса кăларнă. Çапла вăл ял çыннисене вунă çухрăмра ларакан больницăна кайса çÿрессинчен хăтарнă, вырăнтах сыватма тăрăшнă.

Çулсем иртсе пынă... Г.Кузьмина фельдшер тăрăшнипе 1977 çулта Мишеркассинче фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне туса лартрĕç. 2001 çулта кунта врач амбулаторийĕ уçăлчĕ. Офиса кĕрсенех чирлисем чи малтанах Галина Макаровнана чĕнеççĕ, ăна вĕсем чи çывăх çын – амăшĕ е тăванĕ вырăнне хурса хаклаççĕ, унран нимĕн те пытармаççĕ, вăл пулăшасса чунтанах шанаççĕ. Медицина ĕçченĕ вара мĕнле ыйтупа килнине пĕлет те чирлĕ çынна врач кабинетне ăсатать. Р.А.Маркова тухтăр чирлĕ çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн мĕнле эмелсемпе сипленмеллине çырса парсан, пациент каллех фельдшер патне таврăнать, ăна вăл практикăлла пулăшу парать. Çапла килĕштерсе ĕçлеççĕ Мишеркассинчи врач амбулаторийĕнче. М.Кондратьева медсестра вара офисăн ĕç кăтартăвĕсене компьютер çине вырнаçтарать.

Эпир, ял çыннисем, Мишеркасси тăрăхĕнче халăх сывлăхне упрассишĕн чунне парса ĕçлекен çын пурришĕн савăнатпăр. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ 2003 çулта районти хаçат тата радиовещани редакцийĕсем ирттернĕ конкурс-ыйтăмра "Çулталăкри чи лайăх медицина ĕçченĕ" хисеплĕ ята Мишеркассинчи врач амбулаторийĕнче ĕçлекен Галина Макаровна Кузьмина çĕнсе илчĕ.

"Паттăр чун эсĕ – хĕрарăм", – тесе каласшăн эпир медицина ветеранĕ çинчен. Пур ĕçре те вăл малта: килти хуçалăхра та, çемьере те чăн-чăн ĕçчен çын, ĕçре те, халăх хушшинче чи хисеплĕ специалист – халăх тухтăрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика