АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран сыхланăр

18 февраля 2009 г.

Çулсеренех хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта чылай çын гриппа тата сывлăш çулĕсен чирĕсемпе (ОРВИ) аптрать.

Грипп питĕ хăвăрт сарăлать. Унăн вирусĕ чирлĕ çыннăн организмĕнчен калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне сурчăкăн вĕтĕ пĕрчисемпе тухать. Сывă çыннăн сывлăш çулĕсене кĕрсе вырнаçать. Чир сасартăк пуçланать: чипер çÿренĕ çĕртех çыннăн вăй пĕтет, шăнтать, пуç вăйлă ыратма пуçлать, мышцăсем, шăмă сыпписем сурма тытăнаççĕ, температура 38-40 градус таран хăпарать. Унтан типĕ ÿслĕк пуçланать, сунаслаттарать, куççуль юхать, шăм-шак йывăрланать, сăмсаран юн кайма та пултарать. Ытларах çак чир çамрăк ачасене лекни пăшăрхантарать. Çавăнпа та асăрхануллăрах пулмалла, çанталăка кура тăхăнмалла. Эмелсемпе пĕлсе усă курмалла.

Грипп чирне хирĕç кĕрешме районти аптекăсенче тĕрлĕ эмел туянма пулать. Çитĕннисем валли те, ачасем валли те пур. Организмăн чире хирĕç кĕрешеслĕхне ÿстерме С, А, В витаминсемпе пуян апат ытларах çимелле. Вĕсем хурлăханпа шăлан çырлисенче, кишĕрпе йÿçĕтнĕ купăстара нумай. Суханпа ыхра çини те грипп ересрен сыхланма пулăшать. Ку чир сарăлнă вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулăр. Халăх нумай çÿрекен вырăнсене тухма ан тăрăшăр.

Чылайăшĕ чире çăмăллăн чăтса ирттерме тăрăшать. Анчах та хăйсен айăпне пула йывăрах чирлесе ÿкеççĕ. Унăн вирусĕ тĕрлĕ формăллă. Вăхăтра тата врач каланă пек сипленмесен чир йывăрланать, организма пысăк сиен кÿме, ытти чирсене пуçарма пултарать. Çавăнпа та грипп паллисем палăрсанах врач патĕнче тĕрĕсленмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика