18 февраля 2009 г.
Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăма медицина тĕрĕслевĕ питĕ кирлĕ. «Сывлăх» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе пулас ача амăшĕсем çине ытларах тимлĕх уйăраççĕ, тивĕçлĕ пулăшу параççĕ: вырăнтах тÿлевсĕр ультрасасă тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ, хушма апат валли уйăхра пĕрре 100 тенкĕ пособи уйăраççĕ, сипленме санаторие те яраççĕ.
Çие юлнă хĕрарăма, енчен те вăл Раççей гражданинĕ пулсан, ача çуратмалли (родовой) сертификат параççĕ. 2008 çулта çак сертификата 138 хĕрарăма панă. Асăннă сертификатсемпе усă курса районти хĕрарăмсен консультацийĕ валли 190723 тенкĕлĕх çĕнĕ медицина оборудованийĕ, тĕрлĕ инструментсем илнĕ тата ытти те. Кăçалхи январь уйăхĕнче ача çуратмалли сертификата 14 хĕрарăма панă. Сăмах май, çие юлнă хĕрарăмсене ача çуратмалли сертификатпа тивĕçтерме пуçланăранпа хĕрарăмсен консультацийĕнче тăрăшакан медицина ĕçченĕсен ĕç укçи ÿснĕ: врачсен 60 процент, вăтам медицина ĕçченĕсен – 34,2 процент.