21 февраля 2009 г.
Çулсеренех республикăра, çавăн пекех районта та "Снегоход" операци йĕркелеççĕ. Кăçал вăл февралĕн 16-мĕшĕнче пуçланчĕ. Операци мартăн 6-мĕшĕччен пырать.
Çак профилактика мероприятине мотоçунашкасемпе снегоходсене, мотонартысене регистрацилемесĕр çул çине тухасран, вĕсене патшалăх правилисемпе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ шайра тытас тĕллевсемпе ирттереççĕ. Асăннă техника хатĕрĕсем çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ, тăван тавралăха та варалаççĕ.
Паянхи кун тĕлне районĕпе илсен снегоходсен шучĕ пысăк мар, вĕсене пурне те шута илнĕ. Пурте техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Рейд вăхăтĕнче районти техникăна кăна мар, кÿршĕ районсенчи тата Чул хула облаçĕнчен пирĕн тăрăха килсе çÿрекен техникăна та тĕрĕслеççĕ.
Операци тапхăрĕнче патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕ предприятисенче пулса техника лару-тăрăвне, регистраци кăтартăвĕсене, документсене, хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн тĕллев – йĕркене пăсакансене тупса палăртасси, саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси.
Юлашкинчен мĕн каламалла-ха; Камăн тарăн юр çинче çÿремелли техника пур, ăна тĕплĕн пăхса тухмалла. Чи кирли – çÿлерех асăннă йышши транспорт хатĕрĕсем юсавлă пулччăр, вĕсем хăрушлăх кăларса ан тăратчăр.