21 февраля 2009 г.
Çак кунсенче Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи Профсоюзсен организацийĕсен территори пĕрлешĕвĕсен ассоциацийĕн канашĕн ларăвĕ иртнĕ.
Çак организацин Чăваш Ене маларах ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ членĕсем республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Сергей Гапликовпа курнăçнă май округри предприятисемпе организацисен кризис условийĕсенчи лару-тăрăвĕ çинчен каласа панă, Чăваш Енĕн çивĕч ыйтусене татса парас ĕçри опычĕпе, çав шутра республикăн 2009 çулта халăха ĕçе вырнаçма хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программин тĕп положенийĕсемпе интересленсе паллашнă. Сăмах май, асăннă программа валли уйăракан укçа виçи 500 млн. тенкĕрен иртет. «Кризис – ĕçлес пултарулăха тĕрĕслени. Йывăрлăхсене кура алă усма та пулать, çав вăхăтрах малалла ĕçлеме те май пур. Пирĕн пĕрлехи шухăша палăртатăп: ансат мар условисенче Чăваш Республики пысăк ĕç пурнăçлать, ку тивĕçлĕ кăтартусем кÿрет», – тенĕ Раççейĕн Никама пăхăнман профсоюзсен федерацийĕн председателĕн çумĕ Давид Кришталь.
Хăнасем Чăваш Енре пулнă май республикăри отрасльсен профсоюз организацийĕсен ертÿçисемпе те тĕл пулма палăртнă.