АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур енчен те пултаруллă

25 февраля 2009 г.

Пур енчен те пултаруллă

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакансем Зоя Ивановна Кондакована лайăх пĕлеççĕ. Вăл 34 çул общество апатланăвĕн тытăмĕнче тăрăшать. Нумай çамрăка професси ăсталăхне алла илме пулăшнă, пулăшать те. Вăл районти ăста поварсенчен пĕри.

Зоя Ивановна, çулĕсем пур пулин те, сăн-пичĕпе те, чунĕпе те çамрăк, ĕçре вăр-вар. Пирĕн хушăра çавăн пек пултаруллă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усман чăн-чăн хĕрарăм пурришĕн хĕпĕртетĕн. Вăл хăйĕн ырă ĕçĕпе, тăрăшулăхĕпе, çынна ăнланма, кирлĕ вăхăтра пулăшма пултарнипе ял-йышра, коллективра хисепе тивĕçнĕ. Халĕ те ырлăх туйăмĕсемпе, çутă ĕмĕт-тĕллевсемпе ĕçлесе пурăнать. Ĕçĕ канăçсăр пулсан та ÿпкелешмест.

З.И.Кондакова Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Виçĕ пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Зоя – чи асли. Халĕ йăмăкĕпе шăллĕ аякри хуласенче пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ялти ятлă çынсем пулнă. Çемье пуçлăхĕ ялта кладовщикра ĕçленĕ, амăшĕ обществăлла апатлану тытăмĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Зоя Ивановна, акă, амăшĕн ĕçне кăмăлланă. Ĕмĕтленнĕ ĕçе вĕренесси уншăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă.

Хĕр ача мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Шкул çулĕсенчех тантăшĕсенчен пултарулăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр Саранскри коопераци техникумне çул тытать. 1975 çулта техникумран ăнăçлă вĕренсе тухать, апат-çимĕç пĕçерес енĕпе технолог пулса тăрать. Дипломлă хĕр ĕç биографине Воркута хулинче пуçлать. Унтах çемье çавăрать, мăшăрĕпе çут тĕнчене хĕр парнелеççĕ.

Пултаруллă та хастар хĕрарăма хăвăрт асăрхаççĕ, ăна татах та яваплăрах ĕç сĕнеççĕ – аслă повар пулма шанаççĕ. Зоя Ивановна хăй тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Пурăнан пурнăçра çынна шăпа таçта та илсе çитерет. З.И.Кондакова та тăван çĕршывран аякра ĕçлесе пурăннă хыççăн ашшĕ-амăшĕн килне таврăнать, хăй кăмăлланă ĕçе пуçăнать. Ăна "Березка" ресторанра аслă повар тивĕçне шанаççĕ. Çавăнтан пуçласа паянхи кунччен çак должноçра тимлет вăл. Виççĕмĕш разрядлă повартан улттăмĕш разряд таран ÿсет. Паллах, пĕр тытăмра чылай çул ĕçлесен опыт та хушăнсах пырать, ăсталăх та ÿсет. Зоя Ивановна ĕçе яланах чун хушнă пек кăмăлтан пурнăçланă, ресторанра апат-çимĕç пахалăхĕшĕн, ĕç дисциплинине тытса пырассишĕн тăрăшнă. Вăл ертсе пыракан коллектив ĕç планне яланах тултарса пынă. Пĕтĕмлетсе каласан, çынсене тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйлас кăмăлĕ пысăк пулнă унăн.

Паян З.И.Кондакова поварта нумай çул ĕçленĕскер хăйĕн ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Кунта апатланакансем ун ячĕпе мĕн чухлĕ ырă сăмах çырман-ши; Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Обществăлла апатлану тытăмĕнче чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, пысăк тÿпе хывнăшăн ăна "РФ Потребкооперацийĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" паллăпа, "ЧР Потребкооперацин ветеранĕ", "РФ Потребкооперацин ветеранĕ" ятсемпе чысланă.

З.И.Кондакована пултарулăхне кура районти райпо Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ куравсене час-часах хутшăнтарнă, поварсем хăйсем пĕçерсе хатĕрленĕ продукцисене халăх умне кăларнă. Куравсенче вĕсен продукцине яланах пысăка хурса хакланă. Çакă вĕсене татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват панă.

Ял-йышра, коллективра ырă ят çĕнсе илме çăмăл мар. З.И.Кондакована паян пурте хисеплеççĕ, тĕл пулсан унпа сăмах вакламасăр иртмеççĕ. Хăй те ăш пиллĕ, çынпа тарават. Чылай çул пĕрле ĕçленĕ тус-юлташĕсене яланах ырăпа аса илет вăл. Уйрăмах Т.И. Петуховапа, Р.Н.Секайкинапа, З.С.Быковапа, В.П.Стекольщиковапа килĕштерсе ĕçленĕ вĕсем, ÿсĕм тунă, халăхшăн тăрăшнă. Хальхи çамрăк коллективпа та вăл пĕр чĕлхе тупса ĕçлет.

Çак кунсенче З.И.Кондакова 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăста повара районти райпо Канашĕн председателĕ А.Ю.Степанов, чылай çул пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсем саламларĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. "Березка" ресторан шанчăклă алăра пулнине палăртса хăварчĕç, çак ĕçре татах ĕçлеме, çамрăксен наставникĕ пулма сĕнчĕç.

"Тăван ен хăйĕн ĕçчен çыннисемпе илемлĕ", – тенĕ ĕлĕкренех. Хастар, пултаруллă Зоя Ивановна чăнласах Хĕрлĕ Чутай илемĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика