25 февраля 2009 г.
Кăçал Хĕл ăсатăвне ытти чухнехинчен иртерех уявларăмăр. Çуркуннене çул памалли вăхăта ĕлĕкхи йăла-йĕркесемпе, юрă-ташăпа савăнăçлă ирттертĕмĕр.
Акă, иртнĕ шăмат кун вăрман леш енче пурăнакансем Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илнĕ. Кунти халăха уяв ячĕпе район пуçлăхĕ А.Криков, унăн çумĕсем, пай начальникĕсем саламланă. Лашасемпе тройкăсен чупăвне Хусанушкăнь ял тăрăхĕпе "Победа" ЯХПК ĕçченĕсем хутшăннă. Кăтартусем тăрăх, "Чи лайăх тройка" ята II Хурашаш ял çыннисем тивĕçнĕ, "Чи лайăх колонна" номинацире хусанушкăньсем çĕнтернĕ, художество пултарулăх енĕпе штанашсем палăрнă. Спорта кăмăллакансем тĕрлĕ тупăшусенче ăмăртнă.
Вырсарни кун вара халăх Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерÿ лапамне Çăварни уявне пуçтарăнчĕ. Кунта ир-ирех кăмăла çĕклекен юрă-кĕвĕ янăрарĕ, пурне те уява йыхравларĕ. Палăртнă вăхăт çитсен урам халăхпа тулчĕ, йĕри-тавра лавккасем, предпринимательсем уява килнисене хăйсен таварĕсене сĕнчĕç. Шашлăк кăмăллакансем техĕмлĕ апата тутанчĕç. Çăварни икерчи те пулчĕ уявра. Ача-пăча карусель çинче ярăнса савăнчĕ. Унтах ял тăрăхĕсенчи ал ĕç ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç. Çÿçеллĕ тутăрсем çыхнă пикесемпе хĕрарăмсем çуркуннехи уява сĕм кĕртрĕç.
Уява уçма вăхăт çитрĕ. Сцена çине район пуçлăхĕ А. Криков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова, ЧР Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, Чул хула облаçĕн Пильна районĕн пуçлăхĕ Н.Чемров, Чавал ентешлĕхĕн председателĕн çумĕ Ю.Кудряшов хăпарчĕç. Чи малтанах пухăннисене район пуçлăхĕ А. Криков саламларĕ, çуркуннехи чи пĕрремĕш уява савăнăçлă кĕтсе илме сĕнчĕ. Унтан Александр Иванович 2008 çул пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, чылай предприяти-организацин тавар çаврăнăшĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, лайăхланнă, умри тĕллевсене пурнăçланă. Кăçал, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, ял çыннисене татах та тăрăшарах ĕçлесе тыр-пул, аш-какай, сĕт туса илессине ÿстерме чĕнсе каларĕ.
Р.Лизакова хĕрлĕчутайсене çуркуннехи чи кăмăллă уявпа саламларĕ, ĕçре творчествăлла ÿсĕмсем, ăнăçу сунчĕ. Унтан вăл ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти клуб учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указа пурнăçлассишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн районти культурăпа кану центрне база культура çурчĕн статусне тивĕçнĕ ятпа саламларĕ, 500 пин тенкĕлĕх ку чухнехи оборудовани парнеленине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн директорĕ А.Магаськин вырăнти халăхăн культура шайне çĕклессишĕн, унăн ырă йăлисене упрассишĕн татах та тăрăшарах ĕçлеме шантарчĕ.
В.Петьков пурне те чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, чутайсене яланах хастар пулма, паян ĕнерхинчен лайăхрах ĕçлесе пурăнма ăнăçу сунчĕ.
Чул хула облаçĕн хăни те район çыннисене ĕçченлĕхшĕн, сăпайлăхшăн, тараватлăхшăн тав туса саламларĕ.
Ю.Кудряшов Чавал ентешлĕхĕнчен салам сăмахĕ каларĕ, яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пырса çитĕнÿ тума сĕнчĕ.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика- пурлăхпа, çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Самылкин кăçалхи çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнине пĕлтерсе ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен ĕç кăтартăвĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, "Коминтерн", "Свобода", "Нива" хуçалăхсем пур енĕпе те лайăх енчен палăрса тăнине каларĕ, 2009 çулта районти мĕн пур хуçалăхсен тыр-пул ÿстерессине, аш-какай хатĕрлессине, сĕт сăвассине татах лайăхлатмаллине пĕлтерчĕ, çитес çур акинче çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнса пырса, паха вăрлăхпа çеç усă курса ытларах тыр-пул пухса илме тĕллев лартнине асăнчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пурне те тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăх, ăнăçу сунчĕ.
Çăварни уявне малалла культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тăсрĕç. Вĕсем хĕле ăсатнине, çуркуннене кĕтсе илнине авалхи йăла-йĕркесемпе кăтартса пачĕç: юрларĕç, шÿтлерĕç, тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç, хăнасене уяв икерчипе сăйларĕç, катемпи çунтарчĕç, чир-чĕрсенчен сыхлама ыйтрĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал лашасемпе тройкăсен чупăвĕ пулчĕ пулчех. Унта Ачкасси, Питĕркасси, Атнар, Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк ял тăрăхĕсем хутшăннине палăртмалла. Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе "Чи лайăх тройка" ачкассисен пулчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕпе Питĕркассисем "Чи лайăх лав" хатĕрленĕ. Ку номинацире активлăхпа палăрнăшăн атнарсемпе хĕрлĕчутайсем те парнеллĕ пулчĕç. Пантьăк ял тăрăхĕ капăрлатнă лашасемпе чылаййăн тухнипе палăрчĕ – пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Кунта ачкассисемпе атнарсем, мăнэтменсемпе хĕрлĕчутайсем, питĕркассисем те уяв парнине тивĕçрĕç. "Халăх ал ĕçĕ" номинацире пантьăксем çĕнтерчĕç. Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи гусар-хĕрсем юлан ут çинче ларса пынине курма кăмăллă пулчĕ. Хĕр пикесене те парнепе хавхалантарчĕç.
Унтан Шупашкарти артистсем – И.Шинжаевпа хĕрĕ хаваслă юрăсем парнелерĕç. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç. Кунта та жюри членĕсем чи пултаруллисене палăртрĕç. Хĕл ăсатăвне лайăх хатĕрленсе килнĕшĕн Питĕркасси ял тăрăхĕн коллективне пĕрремĕш вырăн парса чысларĕç. Концерта хутшăннă ытти ушкăнсене те – ачкассисене, атнарсене, мăнэтменсене – парнепе савăнтарчĕç.
Уяв программине спорт вăййисем пуянлатса пычĕç. "Автансен çапăçăвĕнче" Тури Çĕрпÿкассинчи М.Прокопьева çĕнтерекенни пулмарĕ. Вăлах кире пуканĕ йăтассипе палăрчĕ. Турник çинче туртăнассипе чи вăйли Е.Майоров (Енкĕлт) пулнине асăнмалла. Ялсенчи çамрăксем канат туртассипе кĕрешрĕç. Ку енĕпе Ишеккасси ялĕнчи çамрăксем пултарчĕç. Шăчă çине хăпарассипе С.Сергеев (Калкасси) пултаруллăрах пулчĕ. Мини-футболла выляссипе Хĕрлĕ Чутай салинчи çамрăксен пĕрлештернĕ «Спортинг» команди уяв призне тивĕçрĕ. Юлашки тупăшура хĕрлĕчутайсем атнарсене 4 : 1 шутпа çĕнтерчĕç.
Район центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ каçченех янăрарĕ. Хĕрлĕчутайсем çуркуннен пĕрремĕш уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илме тăрăшрĕç. «Мĕнле ĕçлеççĕ, çапла савăнаççĕ», – теççĕ халăхра.