28 февраля 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран:
«Кăçал ял хуçалăх аталанăвĕн хăвăртлăхĕ ÿснĕ. Республикăра ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ памалли вăйра тăракан тухăçлă тытăм «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне мĕн пур çăл куçсенчен 14 миллиард тенкĕ чухлĕ инвестици явăçтарма май панă... Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, хальхи шайри професси кадрĕсене явăçтарма май панă. Çакă вăл ял хуçалăх производствин культурине улăштарать тата ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет».
"Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн сысна ферми Туканаш ялĕнчен инçех мар вырнаçнă. Аслă шоссерен пăрăнсан унта асфальт сарса хытарнă çул илсе çитерет. Юнашарах – вăрман. Витесене тул енчен пурăпа шуратса тухнă, шалта ăшă.
– Ĕçлеме условисем çителĕклĕ, – терĕ ферма заведующийĕ Станислав Мазиков. – Апат та тулăх. Иртнĕ çул самăртма хупнă кашни сысна талăкра вăтамран 702 грамм ÿт хушса пынă. Çак кăтарту япăх мар. Паллах, кунта ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе хастарлăхне те палăртса хăвармалла. Вĕсем мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ, хушнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çапла вара ÿсĕм çуралать, çĕнĕ чикĕсене çĕнсе илетпĕр.
2008 çулта ял хуçалăх кооперативĕ усă курмалли 100 гектар çĕр пуçне 107,4 центнер аш-какай туса илнĕ. Ку малтанхи çулхин 103,1 проценчĕ. Кĕскен каласан, атнарсем пурĕ 360,9 тонна какай хатĕрленĕ. Çав шутран 236,5 тонни – сысна ашĕ.
Витене кĕрсенех унти тирпейлĕх тÿрех куç умне тухать. Клеткăсем таса, самăр сыснасем пусыпка çинĕ май пăрăхпа пыракан таса шыва ĕçеççĕ. Типĕ апата нÿретни вĕсене ытларах çиме тата ÿт хушма май парать те ĕнтĕ.
– Çак витере вăтамран 100-шер килограмм таякан сыснасем тăраççĕ, – малалла ăнлантарчĕ ферма заведующийĕ. – Хĕл кунĕсенче район халăхне чылай сысна сутрăмăр. Хальхи вăхăтра килте пĕр сысна тытнин усси çукпа пĕрех. Апат нумай кирлĕ, ĕçĕ те чылай. Çавăнпа пирĕн пата чĕрĕ сысна илме килекенсем йышлă пулчĕç. Пĕр килограмм чĕрĕ виçешĕн 75-80 тенкĕ кăна тÿлемелле. Лавккаран кашни эрне пуçне 3-4 килограмм какай йăтни мар ĕнтĕ.
Фермăри ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ. Сысна пăхакансем малта пыракансен опычĕпе усă кураççĕ, ăна ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Паян авалхи хресчен меслетне пăхăнса пынипе пĕрлех хальхи наука çине таянса тăрăшни ÿсĕм парнелет. Акă, кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермăра пурĕ 2014 пуç сысна тытнă. Вĕсене ĕрчетес тĕлĕшпе кунта 12 çынлă коллектив ĕçлет. Тăватă оператор – Галина Владимирова, Лариса Смалайкина, Алевтина Мазикова тата Ирина Сорокина хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Виçĕ çын вара ятарлă хутăш апат хатĕрлеççĕ.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ. Çак сăмахсене сысна ферминче тăрăшакансем çинчен каланăнах туйăнать. Мĕншĕн тесен Туканашри фермăра выльăх йышĕ çуллен ÿссе пырать. Сăмахран пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 499 пуç сысна ытларах усранă. Çакна та палăртса хăвармалла. 2007 çулта 255 ама сыснана пĕтĕлентерсе хăварнă. Иртнĕ çул вара 443 пуçа çитернĕ. Ку вăл малтанхинчен 188 ама нумайраххине пĕлтерет. Çапла вара пурĕ 3326 çура илнĕ е 914 пуç ытларах.
Паллах, ÿсĕм хăй тĕллĕн пулмасть. Сысна фермин ĕçĕ-хĕлĕпе хуçалăх ертÿçи Альбина Новикова та, тĕп зоотехникĕ Евдокия Сапожникова та кулленех интересленсе тăраççĕ. Кирлĕ пулсан вăхăтра пулăшу пама тăрăшаççĕ. Вĕсем çакна лайăх ăнланаççĕ: сысна ĕрчетни тупăшлă, хуçалăх кассине укçа-тенкĕ чылай пырса кĕрет. Çакна шута илсе фермăна аталантарас, унăн ĕçне тата лайăхлатас енĕпе тимлеççĕ.