28 февраля 2009 г.
Нумаях пулмасть халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта ĕçсĕррисемпе ĕç шыракансем валли ярмăркка иртрĕ.
Унта ĕçпе тивĕçтерекенсем 11-ĕн, ĕçсĕр 35 граждан, ĕç шыракан 8 çын, çавăн пекех район администрацийĕн представителĕсем хутшăнчĕç.
Ĕç вырăнĕсен ярмăрккинче "Раççейри ĕç" информаци порталĕн презентацине йĕркеленине палăртмалла. Кунсăр пуçне пухăннисем консультаци пункчĕн ĕçĕпе тата граждансем валли клубсемпе семинарсем йĕркелес информаципе паллашрĕç.
Асăннă центрăн директорĕ П.П.Микишин вара ĕç тата халăха ĕçпе тивĕçтерес законодательствин ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕ.