28 февраля 2009 г.
Февралĕн 23-мĕшĕнче Тумликасси ялĕнчи Ф.Искендеров çурчĕ тăр-кăнтăрлах çунма пуçланă. Пушар хурал чаçĕн икĕ автоцистерни вут-çулăм алхасакан вырăна хăвăрт çитнĕ, «хĕрлĕ автана» ытлашшиех ташлама паман. Çапах та пурăнмалли çуртăн тăрри тата веранди кĕлленме ĕлкĕрнĕ. Шутласа пăхнă тăрăх, тăкакĕ вунă пин тенкĕ ытларах.
Вут-кăвар сăлтавĕ вара кил хуçин мăнукĕ шăрпăкпа вылянинче. Çапла, пушар – тип шар, унран асăрханмалла. Унсăрăн хĕл кунĕнчех пÿрт-çуртсăр тăрса юласси те часах.