АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акăлчан чĕлхин эрни

28 февраля 2009 г.

Питĕркассинчи вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах предметсен эрнине ирттереççĕ.

Акă, акăлчан чĕлхин эрни пулчĕ. Çак уяв усăллă тата кăсăклă пултăр тесе нумай тăрăшрăмăр.

Кашни кунах шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç: «Викторина», «КВН», «Чи лайăх презентаци», «Чи лайăх стена хаçачĕ» конкурссем пулчĕç тата пуçламăш классем тĕрлĕрен юмахсен каçĕнче пулса курчĕç. Аслăрах классенчи ачасем шкул çинчен тата пурнăçри чи лайăх самантсене илсе пĕчĕк сценкăсем лартса пачĕç.

Чи пултаруллисен шутне С.Фадеева, К.Фадеевана, Ю.Вазина, О.Вазинана тата Н.Мидушкинана кĕртмелле.

Саккăрмĕш классен «Çветтуй Валентин» ятлă стена хаçачĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн малти вырăна тухнă ачасене шкул грамотисене парса чысларĕç.

Акăлчан чĕлхин эрнинче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне чылай пуянлатрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика