28 февраля 2009 г.
Февралĕн 17-мĕшĕнче Мăн Этменти вăтам шкулта районти физикăпа математика предмечĕсене вĕрентекен учительсен уçă урокĕсен, класс тулашĕнчи мероприятийĕсен фестивалĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ фестивальре педагогсем инновациллĕ технологисемпе усă курса ачасен пĕлĕвне ÿстермелли лайăх мелсене кăтартнă.
Фестивале 8 шкулти 16 учитель хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен Н.М.Фадеева, А.А.Михеев (Мăн Этмен), Н.В.Тимакова, Р.Н.Малышева (Хĕрлĕ Чутай), Л.В.Кузьмина (Атнар), Н.М.Петрейкин, А.В.Дерстуганова (Çĕн Атикасси), С.А.Иванейкина (Хусанушкăнь) 5-11 классенче вĕренекенсемпе уçă уроксем кăтартнă, ачасене урокра илнĕ пĕлÿпе класс тулашĕнчи меропрятисене хутшăнтарса ăс-тăн шайне тĕрĕслеме майсем туса панă. Вĕрентекенсем педагогика ăсталăхне тата вĕрентÿ ĕçĕнчи харпăр хăй пултарулăхне кăтартнă. Жюри членĕсем кашни учителĕн урокĕ хăйне евĕрлĕ интереслĕ пулнине палăртнă, уçă уроксен фестивалĕ уйрăмах çамрăк учительсемшĕн усăллине асăннă. Н.В.Тимакован, Р.Н.Малышеван, Л.В.Кузьминан, Н.М.Фадееван урокĕсем çÿллĕ шайра иртнине палăртса вĕсене февралĕн 25-28-мĕшĕсенче республикăра иртекен фестивале хутшăнма сĕнÿ панă.