04 марта 2009 г.
Федерацин 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи "Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен" 8-мĕш саккунĕпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин хушăвĕсемпе, йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи çырава хатĕрленесси вăй илнĕ ĕнтĕ. Çыравпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлассине координацилес тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Правительство комиссине туса хунă, февралĕн 4-мĕшĕнчи хушăвĕпе унăн йышне çирĕплетнĕ.
Февраль уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче асăннă комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шарапов ертсе пычĕ.
Правительство комиссийĕн председателĕн çумĕ Ю.Марков хăйĕн докладĕнче çырава хатĕрленесси мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Юрий Климентьевич пĕлтернĕ тăрăх, халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелесси район-хулара приоритетлă çул-йĕр шутланнă. Урамсен ячĕсен аншлагĕсене, çуртсен номерĕсене инвентаризацилесси вĕçленнĕ.
Федераци миграци службин Чăваш Республикинчи территори подразделенийĕсем район-хуласенче халăха туллин те тĕрĕс шута илнине тĕрĕслесех тăраççĕ, паянхи кун тĕлне çынсен 68 проценчĕ вĕсен алли витĕр тухнă.
Халăх çыравне хатĕрленнĕ май картографи материалĕсемпе – хула-ялăн схема-планĕсемпе, районсен схема-карттисемпе тивĕçтересси пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе 318 материал кирлĕ-тĕк хальлĕхе 179 единицине пурнăçланă.
Çырав ăнăçлăхĕ унта хутшăнакансен – хăйсем пирки тĕрĕс кăтарту паракансен шухăш-кăмăлĕпе çыхăннă. Çавăнпа информаципе ăнлантару ĕçне çÿллĕ шайра ирттерессине федерацин Патшалăх статистика службин территори органĕн ĕçченĕсем тивĕçлипе хаклаççĕ. Юрий Климентьевич çирĕплетнĕ тăрăх, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тытакан çыхăну çирĕп.
Ю.Марков шухăшĕпе, çырава хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă тĕллевсемпе задачăсем кăçал тата яваплăрах – адрес хуçалăхне йĕркелессине вĕçлемелле; картографи материалĕсен тулли комплектне кăлармалла; ял-хулари çуртсен списокне тĕрĕслемелле, кашнинче миçен пурăннине уçăмлатмалла; картографи материалĕ территорири лару-тăрупа пĕр килнине тишкермелле. Çырав вăхăчĕ çывхарнă май – вăл 2010 çулхи октябрь уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче пулать – çырав, инструктор, стационар участокĕсене вырнаçтарма пÿлĕмсем суйламалла, кадрсене çирĕплетмелле.
Правительство комиссийĕн ларăвĕнче Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿÿ, Шупашкар районĕсенчи комиссисен председателĕсем А.Самылкин, В.Патшин, А.Егорова пĕлтернине итлерĕç. Лару-тăру пур çĕрте те тивĕçлĕ шайра темелле. Çĕрпÿсем, авă, адрес хуçалăхне йĕркелесе çитернĕ. Çакăншăн Чăвашстат ертÿçи вĕсене мухтаса та илчĕ.
ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи А.Шарапов шухăшĕпе, уйрăм районта урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене палăртассине вĕçлеменнипе килĕшме çук. "Урам ячĕ, çурт номерĕ паллă мар-тăк ăçта пурăнатпăр эпир; Тусен хушшинче мар пулĕ те; Адрес хуçалăхне япăхтарни вырăнти хăй тытăмлăхăн яваплă çыннисене чыс кÿмест. Мĕн пытармалли, хăш яла пырса кĕнине ăнкараймастпăр тепĕр чух – ятне çырса хуман", – терĕ вăл.
Федераци миграци службин управленийĕн пуçлăхĕ С.Иванов та уйрăм çитменлĕх пуррине асăнчĕ. Сăмахран, 9 пин ытла çын паспортсăр тата регистрацисĕр пурăннине тупса палăртнă асăннă тытăм. Тин çуралнă ачасене регистрацилемен, вилнисене регистрацирен хуратман тĕслĕх пĕрре кăна мар пулнă. А.Шарапов çак йĕркесĕрлĕхе вырăссен аслă писателĕн Н.Гоголĕн произведенийĕнчи вилĕ чунсемпе танлаштарчĕ, миграци службин специалисчĕсене вырăна тухса тĕрĕслев ытларах ирттерме сĕнчĕ.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ "Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ" тĕллевпе иртмелле. Пире вара хамăрăн чăн-чăн йыша уçăмлатасси канăçсăрлантарать: ытти халăх хушшинче сапаланса-хутăшса эпир чунпа-юнпа чăваш пулнине манса каймарăмăр-ши;