АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тритикале – пысăк тухăç паракан культура

04 марта 2009 г.

Эпир район уй-хирĕсенче вуншар çул ыраш, тулă, сĕлĕ, урпа акса ÿстернине хăнăхнă. Асăннă пĕрчĕллĕ культурăсем çумне урăх нимĕн те хушаймăн тесе шутлаттăмăр. Анчах юлашки çулсенче пирĕн специалистсем тритикалепе хытă интересленме пуçларĕç. Çак çĕнĕ культура малашлăхĕ пысăк пулин те ялсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ ун пирки нимĕн те пĕлмест.

– Тритикале – ырашпа кĕрхи тулăна пĕтĕçтерсе тунă культура, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Александр Спиридонов. – Унра хаклă пахалăхсем нумай. Вăл чи малтанах кĕр тырри. Чăваш Енре кĕрхи культурăсен йышне хальлĕхе ырашпа тулă кăна кĕреççĕ. Вĕсем те хĕллехи сивĕре шăнса, çĕрсе пĕтеççĕ, çапла вара кĕтнĕ тухăç пÿлмене кĕмест. Кĕр акинче вара тырă ытларах акса хăварни кирлех, ку çурхи ака-суха ĕçĕсене çăмăллатать. Тритикале пирки калас пулсан, кĕрхи тулă пахалăхлă лайăх пĕрчĕсем парать. Çавăнпа специалистсем вăл малашне пусă çаврăнăшĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанаççĕ.

Тритикале пучахлă ÿсен-тăрансем хушшинче тырă фуражĕ хатĕрлес пулсан апат пахалăхĕпе пур культурăран та ирттерет. Çавна май вăл Европăра çирĕп вырăн йышăнса тăрать. Унпа усă курса пĕчĕк тăкаксемпех лайăх пахалăхлă выльăх апачĕ туса илме май пур-çке.

...Калчасен пахалăхне тĕрĕслесе çÿретпĕр. "Нива" ял хуçалăх кооперативĕн пĕр уйĕнче хурарах симĕс калча ешерет. Çăра, парка шăтса тухнă, июнь уйăхĕн пуçламăшĕнчех чĕр куççирен çÿллĕрех ÿснĕ.

– Ку лаптăкра ыраш епле ăнса пулнă, – сăмах хушрĕ пирĕнтен пĕри. – Пысăк тухăç парасса шанма пулать.

– Ыраш мар вăл, – тÿрлетрĕ ăна хуçалăх ертÿçи Владимир Мурайкин. – Çĕнĕ культура – тритикале. Ăна иртнĕ çулхи кĕркунне 50 гектар йышăнакан лаптăка акса хăвартăмăр. Вăрлăхпа пĕрле минерал удобренийĕсем хыврăмăр. Çуркунне сеялкăпа ÿсен-тăран тымарĕсене каллех минудобренипе апатлантартăмăр. Тритикале ытларах выльăх апачĕ валли каять.

– Унран çăкăр е ытти çавăн йышши издели пĕçерме пулмасть-и; – интересленеççĕ çынсем.

– Пулать, – тет Владимир Иванович. – Организмри япаласен ылмашăвĕ пăсăлнă çынсене валли çăкăр хатĕрлеме аваннине палăртаççĕ. Ку кăна-и; Сыснасем, бройлер чăххисем унран тунă хутăш апата юратсах çиеççĕ. Ют çĕршывсенче тритикале çăнăхĕпе печени, бисквит, рулет, кекс, крекер пĕçернĕ çĕрте усă кураççĕ.

Çак кунсенче ку çĕнĕ культура çинчен Чăваш Республикинчи "Агроинноваци" унитарлă предприяти кăларса тăракан ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисене çутатса паракан журналта вуласа пĕлтĕм. Ăна çăкăр-булкăлăх та, выльăх апачлĕх те çитĕнтерме май пур. 30-40 сантиметр хулăнăш юр айĕнче вăл лайăх хĕл каçать. Ун валли çĕр хатĕрленĕ чухне нÿрĕк ытларах хăварни, тăпрана шыв тата çил эрозийĕнчен хÿтĕлени, çум курăксене пĕтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, органика тата минерал удобренийĕсем те çителĕклĕ хывмалла, çĕре çавăрса пăрахмасăр хатĕрлемелле.

Ака норми – гектар çине 6 млн. пĕрчĕ. Вăрлăха 5-7 сантиметр тарăнăшне варăнтармалла. Çуркунне ÿсен-тăрана азотлă удобренисемпе апатлантарни, ЗБЗС-1 е БИТ-3 йышши сÿресемпе усă курса лаптăксене кăпкалатса тухни вырăнлă.

Пирĕн тăрăхра тритикале "Башкирская короткостебельная", "Виктор", "Зимотор", "Корнет", "Привада", "Тальво 100" районланă сортсемпе усă курмалла. Çак культурăна комбайнпа тÿрех вырса çапни усăллăрах.

– Районта пĕлтĕр "Нива", "Асамат", "Авангард" хуçалăхсем тритикале çитĕнтерчĕç, – каласа парать Александр Сергеевич. – Пурĕ 217 гектар. Иртнĕ çул кĕркунне вара "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕ ăна 40 гектар йышăнакан лаптăка акса хăварчĕ. Атнарсем пысăк тухăç паракан культурăсене хисеплеççĕ, вĕсене çул параççĕ. Малашлăх ĕмĕт-шухăшĕпе пурăннине нимĕн те çитмест çав. Акара элита вăрлăхпа усă курнă. Кăçал тритикалене районĕпе 250 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулать. Çак культурăна "Нива" – 110, "Авангард" – 70, "Аккозинский" 30 гектара çитерчĕç.

Паянхи пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хушать. Çакна ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те аван пĕлеççĕ. Малта пыракан коллективлă предприятисем тухăçлă, пахалăхлă выльăх апачĕ туса илме май паракан тритикале лаптăкне ÿстерсех пыни савăнтарать. Ырă тĕслĕхе ытти хуçалăхсем хушшине сарсан та аван пулмалла. Ку тĕлĕшпе, паллах, коллективсен ертÿçисемпе специалисчĕсем яваплă. Вĕсен çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлемелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика