07 марта 2009 г.
Чăваш Правительстви çынсен сывлăхĕшĕн, сывлăх сыхлавĕн отрасльне çĕнетессишĕн, медицинăн пысăк технологийĕсене аталантарассишĕн нумай тăрăшать. Акă, Чăваш Енре туса лартнă травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ операцисем ирттерме хатĕр. Кăçалхи февралĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви строительство объектĕнче ĕçсем вĕçленни пирки акт çырса çирĕплетнĕ. Февралĕн 25-мĕшĕнче вара Шупашкар хулин администрацийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн объекта ĕçе кĕртме ирĕк панă. Сăмах май, 2008 çулхи октябрь уйăхĕнче центрта консультаци паракан клиника ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăрта пациентсем хăйсен сывлăхне пур енлĕн тĕрĕслеттернĕ тата умри операцисене хатĕрленсе çитнĕ. Палăртнă тăрăх, малтанхи операцисем мартăн 3-мĕшĕнче иртнĕ.
Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ Раççей субъекчĕсенчи мĕн пур халăха пысăк квалификациллĕ травматологи пулăшăвĕ пама пултарать. Хальхи вăхăтра Атăлçи федераллă округра кăна 13 пин пациента эндопротезировани меслечĕпе операци тумалла. Центрăн проект хăвачĕ çулталăкра 6 пин операципе танлашать. Пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парассине малтанах палăртнă чирлисем хушшинче те йĕркелеççĕ. Çавăн пекех урăх сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенчен килнисене те пулăшаççĕ. Медицина центрĕнче диагностика тата граждансене сыватасси, хальхи медицина технологийĕсемпе усă курса, пулса пырать.
Центрта хальхи вăхăтра 376 сотрудник, Раççейри ертсе пыракан клиникăсенче стажировкăра пулнă квалификациллĕ 70 врач тата 120 ытла медицина сестри ĕçлет.
Клиника специалисчĕсем операци тумалли кăткăс техникăпа усă кураççĕ. Акă, эндопротезировани ĕçĕсене навигациллĕ компьютер ытăмĕпе усă курса пурнăçлаççĕ. Çакă протеза тĕп-тĕрĕс вырнаçтарма май парать.
Центрта паянхи медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă. Кадрсен ăсталăхĕ пысăк. Çавна май кунти уйрăмсенче харăсах 165 пациента сыватма пулать. Пысăк технологисен центрĕнче 5 операци залĕ, 18 вырăнлă интенсивлă терапи уйрăмĕ, тĕрлĕ лабораторисем вырнаçнă.
Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пирки Чăваш Ен Президенчĕ çапла каланă: "Республикăри медицина технологийĕсен хăйне евĕрлĕ локомотивĕ. Унăн никĕсĕ çинче республикăри травматологсен семинарĕсем иртеççĕ, пирĕн медиксем валли çĕршыври ертсе пыракан ортопедсем мастер-классем йĕркелеççĕ".