АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăсене – пысăк тимлĕх

11 марта 2009 г.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырасси, унран пысăк тупăш илесси – паянхи чи çивĕч задачăсенчен пĕри. Çак ыйтупа интересленсе эпир районти тĕп зоотехник-экспертпа Алевтина Викторовна Елизаровапа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче пурĕ 4192 ĕне выльăх тытаççĕ. Тÿрех каламалла, ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 545 пуç сахалрах, – терĕ Алевтина Викторовна. – "Коминтерн", "Авангард", "Свобода" хуçалăхсем выльăх йышне ÿстерес тĕлĕшпе аван ĕçленине палăртса хăвармалла. Шел пулин те, "Асамат" обществăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине тимсĕр пăхаççĕ. Кунта чи малтанах фермăра ĕçлекенсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермеççĕ. Сăмахран, Сĕнтĕкçырми ферминче тăрăшакансем темиçе уйăх ĕнтĕ ĕç укçи илмен. Çакăн пек чухне камăн-ха производствăра вăй хурса ĕçлес килĕ;

– Кăçалхи икĕ уйăх кăтартăвĕсем çинче кăштах чарăнса тăрар-ха...

– Районĕпе январь-февраль уйăхĕсенче 100 гектар çĕр пуçне 6,1 центнер аш-какай, 29,3 центнер сĕт туса илнĕ. Тăрăшмасăр ÿсĕм пулмасть. Акă, "Коминтерн" ЯХПК икĕ уйăхра 100 гектар çĕр пуçне 19,3 центнер аш-какай, 85,7 центнер сĕт хатĕрленĕ. "Авангард", "Победа", "Свобода" хуçалăхсен кăтартăвĕсем пĕчĕк. Çакна шута илсе коллективлă предприятисен ертÿçисемпе специалисчĕсен фермăсен енне ытларах çаврăнса пăхмалла. Ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелени, малта пыракансен опычĕпе усă курни кăна ÿсĕм çулĕ çине тухма пулăшĕ.

– Паян хăш хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе тивĕçлипе çăва кăларасси пирки калама пулать;

– Выльăх апачĕ енĕпе илес пулсан чылай ял хуçалăх предприятийĕсенче вăл çителĕклĕ. Акă, "Авангард", "Коминтерн", "Свобода" тата ытти çĕрте те улăм, сенаж, утă тата ытти апат çителĕклĕ. Шел пулин те, "Путь Ильича" хуçалăхăн Шулю ферминче утă пачах çук. Çавăн пекех "Телей" хуçалăхра та выльăх апачĕ кăрăс. Çу кунĕсенче кунта курăк çулма шутламан. Халĕ вара ĕнесене халăхран сутăн илнĕ апатпа тăрантараççĕ.

"Нива", "Коминтерн" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма уйрăмах тĕплĕн хатĕрленнине палăртмалла. Акă, фермăсенче рацион аван, пусыпкана тĕрлĕ витаминсен хутăшĕпе пуянлатаççĕ. Çавăнпа ĕнесенчен сĕт сăвасси те, вăкăрсене ÿт хуштарасси те лайăх пулса пырать. "Коминтерн" хуçалăхра кăçалхи икĕ уйăхра кашни ĕнерен 685 килограмм, "Нивăра" 502 килограмм сĕт сунă. "Свобода" хуçалăх кăтартăвĕ вара чи пысăкки – 1029 килограмм. Районĕпе пĕр ĕне пуçне вăтамран çак тапхăрта 441 килограмм сĕт сунă.

Выльăхсен ăратлăхне лайăхлатни, кĕтĕве çуллен çĕнетсе пыни ÿсĕм тума пулăшать. Ку тĕлĕшпе районта япăх ĕçлеççĕ теме çук. Акă, кăçалхи икĕ уйăхра 320 ĕне выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентерсе хăварнă. Çав шутран 94-шĕ – пăрусем. Анчах та çак кăтартусем иртнĕ çулхинчен япăхрах. Çавăнпах çамрăк пăрусем илесси те кирлĕ пек пулса пымасть. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 403 пăрупа танлашнă, кăçал 401 пуç çеç.

Апат тулăх пулсан выльăхсем куллен ÿт хушса пырасси те лайăхланать. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, пирĕн ку енĕпе пур çĕрте те кирлĕ пек ĕçлемеççĕ. Кăçал ĕне выльăхсен чĕрĕ виçи талăкра вăтамран 489-шар, сыснасен 463-шер грамм хушăнса пынă. Пĕр пек условисенчех "Авангард" хуçалăх кăтартăвĕ – 97 грампа, "Путь Ильичан" 189 грампа çеç танлашаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе çăва кăлариччен икĕ уйăхран та сахалрах юлать. Çакна шута илсе паян пур çĕрте те фермăсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çаран çине таса, сывă тухакан выльăх яланах пысăк продукциллĕ пулать. Чи кирли – ферма ĕçченĕсене вăхăтра шалупа тивĕçтересси. Уйăхсерен укçа-тенкĕ илсе тăракансем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни каламасăрах паллă. Хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсен çакна манас марччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика