11 марта 2009 г.
Ял тăрăхĕсенчи вырăнти ĕç коллективĕсем смотр-отчетпа çулсерен сцена çине тухасси йăлана кĕчĕ.
Кăçалхи "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" ятпа иртекен смотр-отчета пантьăксем мартăн 4-мĕшĕнче уçрĕç. Ăна Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă.
Пантьăк ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем смотр-отчета тĕплĕн хатĕрленнине палăртмалла. Клубри фойере халăх ăсталăхĕн куравне йĕркеленĕ. Унта Пантьăкри А.Артюшкин ÿнерçĕн ÿкерчĕкĕсемпе М.Музяковăн тата Ю. Крыжайкинăн (Хватукасси), Л.Лобейкинан (Пантьăк) ал ĕçĕсемпе паллашма тÿр килнĕ. Çавăн пекех унта вырăнти шкул-сада çÿрекенсен ĕçĕсем пысăк вырăн йышăннă.
Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Трифонов, шкул-сад директорĕ Н.Г.Петрова, Мишеркасси шкулĕн директорĕн çумĕ Н.Н.Вадейкина пухăннисене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене палăртнă.
Ун хыççăн пухăннисем вырăнти артистсен пултарулăхĕпе паллашнă. Мишеркасси шкулĕнче вĕренекенсем пуян концерт кăтартнă, пантьăксем "Улах каçне" сăнарланă, кунти "Ложкари" ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă.
Питĕркассисем вара мартăн 6-мĕшĕнче хăйсен пултарулăхĕпе Серенкассинчи Культура çуртĕнче паллаштарнă. Кăçалхи смотр-отчет та вĕсен савăнăçлă иртнĕ.
Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев 2008 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă, шкул директорĕ А.М.Ейков ачасен вĕренĕвĕ, ÿсĕмĕсем çинчен кĕскен доклад тунă. Унтан хор "Асран кайми аки-сухи", "Эсĕ ман, Чăваш Ен" юрăсене мăнаçлăн шăрантарнă. Чăваш халăхĕн тумне тăхăннă пуçламăш классенче вĕренекенсем илемлĕ юрăсем чылай юрланă. Ача садне çÿрекенсем тутар ташшипе паллаштарнă. М.Огонькова репертуарĕнчи юрăсем куракансен кăмăлне кайнă. Н.Серин шÿтлĕ сценкăпа пурне те савăнтарнă. "Хăмăш" ушкăн чылай юрă парнеленĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, куракансем вырăнти артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлнă.