АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогика идейисен аукционĕ

11 марта 2009 г.

"Хĕвел" ача сачĕ икĕ çул ĕнтĕ "Ача садĕнче хушма вĕрентĕве йĕркелесси" ыйтупа ĕçлет. Çак хушăра паха материал пухнă, практика опытне пуянлатнă. Çавна май ача сачĕн заведующийĕ А.Васильева йăлана кĕмен "Педагогика идейисен аукционĕ" мероприяти хатĕрленĕ. Ăна нумаях пулмасть "Хĕвел" ача садĕнче шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен районти педагогсем валли ирттернĕ. Мероприятин тĕллевĕ – ача сачĕн хушма вĕрентĕве йĕркелес ĕç опытне пĕтĕмлетесси.

Асăннă мероприятие аукцион евĕрлĕ йĕркеленĕ, кирлĕ атрибутсемпе (укçа купонĕсем, мăлатук) усă курнă. Аукциона пĕрремĕш кĕçĕн ушкăн воспитателĕ А.Сарина ертсе пынă, ача сачĕн заведующийĕ А.Васильева аукционист пулнă, районти педагогсем – аукционерсем. Аукционерсен хăйсене интереслентерекен лота укçа купонĕсемпе (вĕсене маларах валеçсе панă) туянма май пулнă. Сутма çак лотсене (кружоксене) тăратнине палăртмалла: "Хаваслă кисточка", "Любознайка", "Театр салонĕ", "Çамрăк эколог", "Айболит патĕнче", "Домисолька".

Чи малтанах А.Васильева пухăннисем умĕнче ача садĕнче кружок ĕçĕсене йĕркелес ыйтупа калаçрĕ, ĕçĕн тапхăрĕсемпе паллаштарчĕ. Акă, паянхи куна садикре пултарулăхпа эстетика кружокĕсем – "Хаваслă кисточка" (ертÿçи пĕрремĕш кĕçĕн ушкăн воспитателĕ И.Михопаркина), "Домисолька" (ертÿçи – ача сачĕн музыка ертÿçи В.Романов) тата "Театр салонĕ" (вăтам ушкăн воспитателĕ Ю.Матвеева) ĕçлеççĕ. Çавăн пекех физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли "Айболит патĕнче" кружок пур. Ăна аслă медицина сестри Р.Дерстуганова ертсе пырать. Кунсăр пуçне пĕлĕве пуянлатма тата ăс-тăна анлăлатма май паракан "Любознайка" (2-мĕш кĕçĕн ушкăн воспитателĕ С.Триковская) тата "Çамрăк эколог" (аслă ушкăн воспитателĕ М.Вазина) кружоксем ĕçлеççĕ. Алена Леонидовна "Театр салонĕ" кружок ертÿçин ĕçне лайăх панă. Юлия Геннадьевна ертсе пынипе ачасем районти мероприятисене пĕрре мар хутшăннă, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. А.Васильева хушма вĕрентĕве йĕркелени ачасен интересĕсенчен тĕрлĕ пултарулăха аталантарасси патне куçма май панине палăртнă.

Унтан аукцион пуçланнă. Пĕрремĕш "Хаваслă кисточка" лота сутма тăратнă. Кружок ертуçи И.Михопаркина ĕç планĕпе, усă курнă литературăпа паллаштарнă. Çак лота икĕ укçа купонĕпе сутнă. Çапла кашни лота сутнă. Аукционерсене "Театр салонĕ" лот килĕшнĕ. Çак кружока çÿрекен ачасем "Теремок" вырăс халăх юмахне лартса панă. Çавăн пекех "Айболит патĕнче" кружок ĕçне ырланă. Раиса Семеновна Уманскийпе усă курса пите массаж тунине кăтартнă. "Домисолька" лота чи пысăк хак панă.

Юлашкинчен Алена Леонидовна çĕнĕ формăллă методика мероприятине ирттернĕ тĕлĕшпе районти педагогсен шухăшĕпе интересленнĕ. Воспитательсем мероприятие лайăх хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттернине палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика