АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ кунсен историне тишкерсе

11 марта 2009 г.

Тĕнчере тĕрлĕрен халăх пурăнать. Çĕр çинче кашни халăх хăйĕн культурипе пуян. Пире хупăрласа тăракан тавралăхра мĕнле кăна пулăм, япала çук-тăр; Чечексенех илер. Вĕсем: шуррисем, саррисем, хĕрлисем, ялтăр хĕрлисем, хĕп-хĕрлисем, тĕксĕм хĕрлисем, шуранкă хĕрлисем, хĕрлĕ саррисем, кĕреннисем – мĕнли-мĕнли пулмаççĕ-ши; Пур тĕрлĕ пулăм пурришĕн илемлĕ иккен çут çанталăк.

Чăваш чĕлхи – тĕнчери пин-пин чĕлхесенчен пĕри. Тĕпчесе пĕлмелли, иртнĕ кунсен историне тишкермелли ÿсекен ăрушăн питĕ нумай. "Аслă ăру ĕçĕнче мĕн лайăххи пур, çавна çамрăккисен алла илмелле, унсăрăн малалла кайма май çук," – тенĕ чăвашсен паллă сăвăçĕ Петĕр Хусанкай.

Хамăрăн чĕлхе пуянлăхне, пирĕн тăрăхри топонимикăсене, чăваш литературин паллă çыравçисен кун-çулне тишкерсе йĕркелерĕмĕр те Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурин наукăпа практика конференцине. Пухура вĕренекенсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. 5 "А" класра вĕренекен Олеся Чумакова амăшĕн сăнарне уçса пама тĕрлĕрен сăвăсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, ÿкерчĕксемпе, юрăпа усă курчĕ. 9 "Б" класри Татьяна Павлова Туканаш ялĕнчи паллă çынсен пурнăçне, ку ял ячĕ ăçтан пуçланса кайнине, хăй çуралнă вырăнти çырма-çатра ячĕсене тĕпчерĕ. Нина Куропаткина (7 класс) топонимсем, антропонимсем çинчен каласа пачĕ. Светлана Ешмейкина (6 класс) вăрçа хутшăннă хĕрарăмсен шăпипе паллаштарчĕ. Вăл Атнар ялĕнче пурăннă А.В.Абаськина вăрçă участникĕн пурнăçĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 7 класра ăс пухакан Виктория Яковлева "Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн улăпĕ" доклад туса пачĕ, каланине слайдсемпе çирĕплетсе пычĕ. 10 класра вĕренекен Ксения Савельевапа Альбина Никифорова пухăннă çынсене чăваш çи-пуçĕпе тата И.Я.Яковлев халалĕпе паллаштарчĕç. Докладсенчен ытларахăшĕсене слайдсем çинчи ÿкерчĕксемпе çирĕплетсе пычĕç.

Вĕренекенсем литературăпа музыка композицийĕ те хатĕрлерĕç. Программăна 7 класра вĕренекен В.Яковлева, А.Шорников, Н.Сергеева, А.Муравьева, А.Волкова, Н.Куропаткина, А.Ипатьев, А.Ярасов, А.Жиганов, Ю.Толстов, А.Чумакова хитре те çыпăçуллă ертсе пычĕç, сăвăсене тата текстсене шыв юххи пек илемлĕ калама тăрăшрĕç. Шкул ачисем К.В.Иванов пурнăçĕпе паллаштарнă май поэт-классик çырнă произведенисен сыпăкĕсене сцена çинче лартса пачĕç. Куракансем умне çамрăк артистсем "Слакпуç ачи" (выляканĕсем Вадим Ярасовпа Владимир Павлов), "Икĕ хĕр" (Владимир Павлов, Оля Степанова, Саша Каталымова, Катя Никифорова), "Тимĕр тылă" (Таня Жиганова, Таня Фондеркина, Павел Новиков), "Валак умĕнче" (Люда Индейкина, Александр Степанов, Таня Терушкина), "Сетнер килĕнче" (выляканĕсем Оля Сорокина, Алеша Козлов, Настя Яковлева, Ирина Краснова, Гриша Никифоров) инсценировкăсемпе тухрĕç. 9 "А" класри хĕрсем "Хурăн çулçи" юрă кĕввипе ташă ташласа пачĕç.

Тĕпчев ĕçĕсене çыракансене тĕрлĕ номинаципе грамотăсем парса хавхалантарчĕç. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тунă ĕç çынна канăçлăх кÿрет, малашлăха хавхалантарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика