АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç учительсене

11 марта 2009 г.

Атнар вăтам шкулĕ хăйĕн пуян историйĕпе, йăли-йĕркипе палăрса тăрать. Ачасене çирĕп пĕлÿ парас тĕллевпе шкул тĕрлĕ çул шырать, самана таппипе тан утса пыма тăрăшать. Хама çак шкулта вĕренме тÿр килнишĕн, ăс-тăна туптама пултарнишĕн эпĕ çав тери савăнатăп.

Атнар вăтам шкулĕ пĕр ĕмĕр ытла ĕнтĕ хăйĕн алăкĕсене яри уçса таврари ялсенчи вĕренекенсене хăйĕн патне йыхăрать. Мĕн чухлĕ çамрăк вĕренсе тухман пулĕ çак шкултан! Акă, нумаях пулмасть пирĕн юратнă шкул хăйĕн вĕренекенĕсене йыхравласа тĕл пулу куçĕ ирттерчĕ.

Эпир те, 1984 çулта вĕренсе тухнисем, тăван шкулта тĕл пулма шухăш тытрăмăр. Шкул пĕтернĕренпе кăçал 25 çул çитрĕ. 31 çамрăк çак шкултан вĕренсе тухрăмăр.

Вăхăт малаллах шăвать, пĕрре те чарăнса тăмасть, çулсем пĕр вĕçĕм чупаççĕ. Тин çеç шкула 1-мĕш класа кайнă пекчĕ, тин çеç шкул пĕтернĕ пек туйăнатчĕ. Шкулпа сыв пуллашни те куç умĕнчех.

Пире вĕрентнĕ Елизавета Владимировна Абаськина (çĕре кĕнĕ), Мария Сергеевна Мадебейкина тата Галина Николаевна Махоркина хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, пире çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Пирĕн чунра тарăн йĕр хăварма пултарнă пĕрремĕш вĕрентекенсене эпир ĕмĕрне те манас çук. Пуçламăш класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пире аслăрах класа чи пултаруллă та хисеплĕ вĕрентекен Фрида Афанасьевна Храмова йышăнчĕ. Вăл пире 10-мĕш класс пĕтеричченех пĕр такăнмасăр тÿрĕ çулпа илсе пычĕ, тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшрĕ. Унпа эпир те, пирĕн атте-аннесем те питĕ кăмăллă. Пирĕншĕн вăл чи юратнă, чи лайăх, хисеплĕрен те хисеплĕ класс ертÿçи пулнă. Ф.А. Храмова пирĕнпе мĕн тĕрлĕ конкурссем, уявсем, тĕрлĕ енлĕ калаçусем ирттермен-ши; Концертсем, спектакльсем лартма таврари ялсене лашасемпе каяттăмăр. Тĕрлĕ хуласене экскурсисене кайни те асрах. Шупашкарти вырăс тата чăваш драма театрĕсенче пĕр хут çеç пулман эпир. Оперăпа балет театрне те çитсе курнă эпир юратнă класс ертÿçипе. Тĕрлĕ кружоксене, спорт секцийĕсене те çÿреме манман. Класс тулашĕнчи мероприятисем пире пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, йышпа ĕçлеме вĕрентнĕ.

Кăçалхи тĕл пулура хамăр вĕреннĕ вăхăта аса илсе чунтанах савăнтăмăр, пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашрăмăр, кашнин шăпипе интереслентĕмĕр. 25 çул иртнĕ пулин те, выпускниксен туслăхĕ халĕ те арканман иккен! Тĕл пулу каçĕнче туслăха татах та хытăрах çирĕплетрĕмĕр тесе шутлатăп.

Сăмах май, пирĕн вăхăтра вĕрентекен пысăк хисепре пулнă, пирĕн те вĕсем пек пулас килнĕ. Кам пулассине, ăçта вĕренме каяссине кашни хăй суйласа илнĕ. Пирĕнтен ытларахăшĕ ялтах тĕпленнĕ. Вĕсем тĕрлĕ ĕçре ĕçлесе ырă ятпа пурăнаççĕ.

Кунтах хамăра вĕрентнĕ ытти учительсене те асăнса хăварас килет. Вĕсем – М.А.Хураськин, Н.Е.Хураськина, В.Д.Храмов, Н.В.Белова, Л.И.Иванова, Т.Р.Перепелкина, Ю.П. Павлов, А.М.Никитин тата ыттисем те. Юратнă учительсем пире тÿрĕ чунлă, ырри патне ăнтăлма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, чăтăмлă пулма вĕрентнĕ, вăхăчĕсене, сывлăхĕсене хĕрхенмесĕр тĕрĕс çулпа уттарассишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă.

Тайма пуç вĕсене!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика