11 марта 2009 г.
Шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕнче тăрăшакансем 2008 çулта 74 айăпланакан тĕлĕшпе 61 уголовнăй ĕç пуçарнă. 2007 çулхипе танлаштарсан, суда янă преступленилле ĕçсен шучĕ 13 чакнă.
Уголовнăй ĕçсене тишкернĕ май, преступниксем ют пурлăха хапсăнни ытларах палăрать: вăрăсем тимлĕхсĕр хăварнă кил-çуртсенчен япаласем йăкăртнă. Çавăн пекех кĕсье телефонĕсене, тĕрлĕ тĕслĕ металл çаратнă...
2008 çулта РФ Уголовнăй кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайне (çын сывлăхне юриех сиен кÿни) пăснă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Çак статьяпа айăпланнисем эрех ĕçсе урмăшса пĕри теприн сывлăхне сиенлетнĕ.
Иртнĕ çул следовательсем çул-йĕр çинчи преступленилле ĕçсене уçса парассипе тимленĕ. Водительсем руль умне ÿсĕрле ларнине тата вĕсем правасăр çула тухнине тупса палăртнă. Çак сăлтавсене пулах çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Çавăн пекех следовательсем экономикăлла преступленисене тăрă шыв çине кăларнă. Служба тивĕçĕсемпе усă курса сутуçăсем, лавкка заведующийĕсем тата хуçалăх пайĕшĕн яваплисем саккуна сĕмсĕррĕн пăснă.
Сăмах май, асап тÿсекенсен преступленилле ĕçсем çинчен вăхăтра милици органне пĕлтермелле. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем хĕрÿ йĕрпе айăплисене хăвăртрах тупса палăртаççĕ.