АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен пурнăçне савăнăç кÿрессишĕн

14 марта 2009 г.

Мартăн 3-мĕшĕнче Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пĕрремĕш операцисем (8 пациент) иртнĕ. Вĕсенчен пĕри – эндопротезировани меслечĕпе купарчапа пĕçĕ сыппине сиплесси. Протезăн çакнашкал тĕсĕ çамрăк пациентсемшĕн лайăх, вăл çынсене сывлăха сиенлемесĕр кирек мĕнле хускану тума май парать.

Ăнăçлă операцисемпе республика çыннисене Раççей Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.Косачев тата Санкт-Петербургри Вреден ячĕллĕ травматологипе ортопеди институчĕн директорĕ Р.Тихилов саламланă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова пресс-конференцинче çапла палăртнă: «Центр ĕçлеме пуçлани вăл – республикăшăн çеç мар, пĕтĕм çĕршывшăн та историллĕ пулăм. Çак кун валли питĕ пысăк ĕç пурнăçланă: врачсем Раççейри ертсе пыракан клиникăсенче стажировкăра пулнă. Клиникăн ертсе пыракан специалистсен должноçĕсене ытти регионсенчи чи лайăх врачсене чĕннĕ. Вĕсене, республика Президенчĕн программипе, çурт-йĕр те уйăрса панă».

Константин Косачев центр медицина пулăшăвĕ парассипе тĕнче стандартне кăтартнине, ку Чăваш Республикипе мухтанмалли тепĕр паллă сăлтав пулнине пĕлтернĕ. Рашид Тихилов вара хăйĕн сăмахĕнче çапла палăртнă: «Ку клиникăна уçни пирĕн специальноçа аталантарма вăйлă хăват парать. Эпĕ клиникăри врачсене тата вĕсем çĕнĕ оборудованисемпе ĕçленишĕн лайăх енчен кĕвĕçетĕп те».

Клиникăра пациентсемшĕн те пĕтĕм условисем пур, вĕсене пĕр е икĕ вырăнлă палатăсене вырнаçтараççĕ. Палатăсенче холодильниксем те пур. Ача-пăча уйрăмĕнче амăшĕпе ачине пĕрле пулма условисем туса панă.

Клиника пациенчĕсем травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн ĕçĕпе кăмăллă. Акă, Наталья Федий пациент çапла палăртать: «Республика ертÿçисем çынсен пурнăçне савăнăç кÿрессишĕн хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă».

Çапла, Чăваш Ен Президенчĕ палăртнăччĕ ĕнтĕ, травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ «Республикăри медицина технологийĕсен хăйне евĕрлĕ локомотивĕ».

Çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Мартăн 11-мĕшĕ тĕлне центрта пурĕ 36 операци ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика