АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – киватикассисем

14 марта 2009 г.

Кив Атикасси ял тăрăхĕн смотр-отчечĕ мартăн 10-мĕшĕнче Çĕн Атикасси шкулĕнчи акт залĕнче иртнĕ. Смотр-отчета хатĕрленсе киватикассисем вырăнти ал ăстисен куравне йĕркеленĕ. Пухăннисем И. Смирнова (Çĕн Атикасси), В.Чумакова (Кив Атикасси) çыхнă тата тĕрленĕ япаласемпе, шкулта технологи предметне вĕрентекен В.Соловьевăн йывăçран касса ăсталанă савăт-саписемпе паллашнă. Çавăн пекех халăх А.Алексеева педагог йĕркелесе пыракан музейра пулнă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе пухăннисем Кив Атикасси ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад итленĕ. Кăçал отчета ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Улянды туса панă. Раиса Васильевна хăйĕн сăмахĕнче юлашки тапхăрта йышăннă саккунсем çинче чарăнса тăнă, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатмалли мелсене асăннă, 2009 çулта пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă.

Шкул директорĕ В. Ядранская вĕрентÿ тытăмĕнчи лару-тăру çинчен калаçнă.

Пухăннисем «Свобода» колхоз председателĕн В.Бромбинăн калаçăвне тимлесе итленĕ. Умра çур аки-çке. Ертÿçĕ яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленсе ирттересси çинчен сăмах пуçарнă, ял çыннисене çĕр ĕçне хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

Смотр-отчетăн малалли пайне пултарулăх ушкăнĕ тăснă. Куракансем юрă-ташă, шÿт ăстисен концерчĕпе кăмăллă юлнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика