АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ейÿ тапхăрне хатĕрленсе

14 марта 2009 г.

Райадминистрацинче район территорийĕнче çурхи ейÿ тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулнă. Унта икĕ ыйту пăхса тухнă.

Малтанах комисси председателĕн çумĕ, гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ В.Н.Романов гидротехника сооруженийĕсене, çулсене, кĕперсене, электропередача, çыхăну, ăшă сечĕсен линийĕсене, водопроводсене тĕрĕслеме ĕçлĕ ушкăнсем йĕркелесси çинчен тухса калаçнă.

– Шыв тулнине йĕркеллĕ юхтарса ярас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси тĕллевĕ – район халăхне тата экономика объекчĕсене хÿтĕлесе хăварасси, Сăр юхан шывĕ сарăлнине асăрхаса тĕрĕслесе тăрасси, – тенĕ вăл. – Паянхи кун тĕлне ку енĕпе мероприятисен планне хатĕрленĕ. Гидросооруженисемшĕн яваплă çынсене палăртнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, экономика объекчĕсен ертÿçисене çурхи ейÿ сарăлассине хирĕç кĕрешме вырăнта комиссисем йĕркелеме хушнă. Çавăн пекех вĕсен пĕвесене, шыв пухăнакан ытти вырăнсене асăрхаса тăмалла. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан пурлăхпа техника тата укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ тухса каяссине халех палăртмалла. Тĕпрен илсен, кашни объект пуçне яваплă çын çирĕплетмелле.

Шыв сарăлнă тапхăра лайăх хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе район пуçлăхĕ ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн ял халăхне инкек-синкекрен хăтăлма пулăшакан правилăсемпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра пăр айĕнчи шыв мĕнле лару-тăрура пулнине, хăш ялсене шыв илме пултарассине тĕрĕслесе тăраççĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн обществăлла инфратытăм тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Г. Ильин калаçнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче "Сура" – Березовка – Кишля, "Сура" – Березовка – Кишля – Красный Яр, "Сура" – Туканаш, "Сура" – Ачкасси – Шулю муниципаллă автомобиль çулĕсене шыв илме пултарасси çинче чарăнса тăнă. Çавна май аварие хирĕç кĕрешекен бригадăсем йĕркеленĕ, хăйăр, вак чул хатĕрлесе хунă.

ММППЖКХ директорĕ П.В.Столяров çурхи ейÿ тапхăрне кĕтсе илес тĕлĕшпе хăй ертсе пыракан коллектив мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Акă, аварие хирĕç кĕрешекен бригадăна ятарлă техника уйăрса панă, саппас пăрăхсем, хăйăр, электродсем пур. Котельнăйсен, биологи енĕпе тасатакан сооруженисен, биопĕвесен таврашĕнчи юра тасатма тытăннă.

«Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсен» предприяти ертÿçи М.М.Мельников та шыв тулнине хирĕç кĕрешес ыйту çине çивĕччĕн пăхмалли çинчен каланă.

"Красночетайская" КСО директорĕ П.В.Кандейкин çурхи ейĕве хирĕç кĕрешме ятарлă бригада туса хунине, кашни объект пуçне яваплă çын уйăрнине, ĕçченсен дежурствине йĕркеленине палăртнă.

Ларăва район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, район территорийĕнче çурхи ейÿ тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси председателĕ А.П.Самылкин ертсе пынă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика