14 марта 2009 г.
Питĕркассинчи вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе предметсен эрнине кашни çулах ирттереççĕ. Акă, математика, физика тата информатика предмечĕсене халалласа математиксенпе физиксен эрни пулчĕ. Çак уяв усăллă ирттĕр тесе математика учителĕсем Т.П.Альгешкина, М.Ю.Вазина тата И.Н. Серина нумай тăрăшрĕç. Кашни кунах вĕсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттерчĕç: "Математическая эстафета", "Морской бой", "Своя игра", "Час веселой математики". Ачасем кулăшла сценкăсем лартрĕç тата кашни класс стена хаçачĕ кăларчĕ.
Чи тавçăруллисен шутĕнче М.Миронов, Д.Егоров, Э.Шарафисламова, С.Фадеев, П.Михуткин пулчĕç. Çиччĕмĕш класăн "Тупмалли юмахсен урамĕ" хаçачĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Малти вырăна тухнă ачасене шкул администрацийĕн грамотисене парса чысларĕç. Математика эрнинче ачасем хăйсен пĕлĕвне чылай пуянлатрĕç.