14 марта 2009 г.
Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх Çуртĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлет. Унта çÿрекенсем куллен хăйсен тавра курăмне аталантараççĕ. Акă, А.Ф.Туйманов шкул ачисене шахмат вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. «Шахмат вăййи ăс-тăна, шухăшлава вăйлатать», – тет вăл вĕренекенсене. Çак вăйăпа интересленекенсем вара чылаййăн. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, пултарулăхпа савăнтараççĕ. Нумай пулмасть шахматла выляссипе вырăнта турнир иртнĕ. Чи кĕçĕн ушкăнра (12 çултан кĕçĕнреххисем) А.Григорьевапа (Шулю) В.Ярусов (Çĕн Атикасси) çĕнтернĕ, 14 çулхисем хушшинче К. Ефимовапа А.Петрейкин (Çĕн Атикасси) палăрнă.
Турнир çĕнтерÿçисене медальсемпе диплом парса чысланă.