18 марта 2009 г.
Çын тени сăн-сăпатран ытла хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе илемлĕ пулмалла.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Утаркассинче пурăнакан Бориспа Наташа Филипповсем Украинăна, Луганск облаçĕнчи Свердловск хулине, кайса килчĕç. Кунта Наташăн пиччĕшĕ Коля çемйипе пурăнать. Вăл хăйĕн 50 çулхи юбилейне уявлама чĕннĕ. Тăванĕсем мĕн тери савăнса кĕтсе илнĕ чăвашран килнĕ хăнасене. Пĕр-пĕринпе курса калаçни, хула тăрăх çÿрени çамрăк мăшăрăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕ пулĕ ĕнтĕ. Çемьере килĕштерсе туслă пурăнни çинчен калать ку тĕслĕх.
Наташа Мишеркассинче ĕçчен çемйинче çуралса ÿсрĕ, 60-70-мĕш çулсенче ашшĕпе амăшĕ Петр Степановичпа Зоя Семеновна Трифоновсем "Искра" колхозра выльăхсем самăртас ĕçре пысăк ÿсĕмсем турĕç, ырă ята тивĕçрĕç, капмар çурт çĕклерĕç, виçĕ ача ÿстерчĕç. Пысăк çемьере кĕçĕннине, Наташăна, пурте юрататчĕç. 1982-1993 çулсенче вăл Мишеркассинчи вăтам шкулта вĕренчĕ. Кунта унăн ташлас, юрлас ăсталăхĕ çулсерен ÿссе пычĕ, шкулта пулса иртекен каçсене, районти художествăлла пултарулăх смотрĕсене Наташа активлă хутшăнчĕ. Халĕ те вăл туйсенче, уявсенче савăнма юратать, хитре ташласа-юрласа ял çыннисене тĕлĕнтерет.
Алла аттестат илсен, хăвăртрах ĕçе кÿлĕнес ĕмĕтпе Пăрачкаври тата Çĕмĕрлери професси училищисенче вĕренчĕ. Ĕçчен те савăнăçлă хĕре Утаркасси каччи алăран вĕçертмерĕ. Бориспа Наташа пĕрлешсе çемье çавăрчĕç, ялта тымар ярса ашшĕ-амăшĕ килĕсене сÿнме памарĕç. Алла-аллăн тытăнса кил-çуртра пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕç: газпа шыв кĕртрĕç, шыв ăшăтмалли оборудовани вырнаçтарчĕç, таса мар шыв юхса тухмалли канализаци турĕç. 1997 çулта Наташа ывăл çуратса пачĕ, 2002 çулта тата тепĕр ывăл кун çути курчĕ. Çамрăк кинне Лидия Егоровна хунямăшĕ вĕрентсе пулăшса пычĕ. Ялти кил хуçи арăмĕн ĕçĕсем çав тери нумай. Ирех тăрса та мĕн каçчен ларса канма вăхăт çук: килти выльăхĕсене пăхмалла, апатне пĕçермелле, тирпей-илем кÿмелле... Пурне те тума ĕлкĕрет Наташа. Кăшт пушă вăхăт пулсанах алла кĕнеке тытать. Пурнăçра нимрен ытла романсемпе повеçсене вулама юратать. Вĕсенчи сăнарсен ырă ĕçĕсемпе киленет, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтернине курать. Иртнĕ ырă ĕçсен çулталăкĕнче Наташа хăй вуланă çĕре яхăн çĕнĕ кĕнекесене Мишеркассинчи ял библиотекине парнелерĕ. Библиотека ертÿçи Раиса Николаевна Михатайкина чунтанах тав туса, ырă сунса йышăнчĕ хаклă парнене.
Пурнăç малаллах шăвать. Филипповсем ялта пурăнас тесех пурăнаççĕ. Вĕсен килти хуçалăхĕ "УАЗ" маркăллă автомашинăпа тата мотоциклпа пуянланчĕ. Иртнĕ çулта Наташăн тăван амăшĕн çурчĕпе юнашар гараж туса лартрĕç.
2003 çулта ĕçре вăр-вар, çынсемпе сăпайлă пулнине кура Наташăна Мишеркассинчи магазина сутуçă пулса ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Ĕçсем хутшăнчĕç. Димăна шкула ăсатмалла. Дениса садике леçмелле, тăван амăшне пулăшма каймалла, ĕçе çитмелле. Мотоциклпа çÿреме вĕренчĕ Наташа. Халĕ вăл кирлĕ çĕре хăвăрт кайса килет, вăхăта упрать, ытларах ĕç тума тăрăшать.
Филипповсем пĕр-пĕрне ăнланса, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Борис Çĕмĕрлене ĕçе çÿрет, Наташа килте пĕтĕм ĕçе тăвать. Юлашки çулсенче чылай çамрăксем çăмăл пурнăç шыраса хуласене кайрĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, ĕçе юратсан ялта та çамрăксем хăйсен телейне тупаççĕ.