18 марта 2009 г.
Хĕрарăм тенин хăй çуратнă ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстермелле. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех-çке ачисем кирлĕ мар пулса юлаççĕ. Акă, Туктамăшра пурăннă Г. хĕрарăмăн çемйинче те çакăн пек лару-тăру.
Çамрăк хĕрарăм пĕрре "йĕплĕ пралук" хыçĕнче пулса курнă-ха. Унти пурнăç тути-масине аванах пĕлет темелле. Ăна амăшĕн прависĕр хăварнă, 2 хĕрĕ ют çемьере ÿсеççĕ. Алимент тÿлесе тăманшăн саккун тăрăх айăпланă.
Айăплав хыççăн тепĕр çын тÿрĕ çул çине тăмалли, ача-пăчана çын тумалли çинчен шухăшлать. Анчах çамрăк хĕрарăм çапла шутламан: ĕçнĕ, киревсĕр ĕçсем тунă...
Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче Г. ялти пĕр киле саккунсăр майпа кĕрсе "Nokia 1112" кĕсье телефонĕ, одеколон кĕленчи, укçа енчĕкĕ (шалта 500 тенкĕ укçа пулнă) хĕстерсе тухнă. Çавна май хĕрарăм кил хуçине 3535 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Вăлах çав çулхи ноябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи М.-сем патĕнче хăнара пулнă. Туссем пĕрле эрех ĕçнĕ, кил хуçи çывăрса кайсан хĕрарăм "Samsung С-140" маркăллă 1090 тенкĕ тăракан кĕсье телефонне илсе тухнă.
Каларăмăр ĕнтĕ, Г.-на 2007 çулхи августăн 7-мĕшĕнчен пуçласа район сучĕ ачисене тивĕçлĕ пăхса усрайманнишăн алимент тÿлеттерме йышăннă. Ниçта та ĕçлемен хĕрарăм алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿренĕ. Çакăн пирки ăна асăрхаттарсах тăнă, анчах усси пулман. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне алимент тÿлевĕ 46 пинрен те иртсе кайнă. Çакăн пеккисене те саккун çирĕп айăплать.
Пĕтĕмлетсе каласан, Г. чылай преступлени тунине шута илсе, РФ Уголовнăй Кодексĕн 158 статйин 3-мĕш пайĕн "а" пункчĕпе тата 1-мĕш пайĕпе, 157 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх айăпланă. Суд йышăнăвĕпе хĕрарăма 3 çуллăх ирĕк прависĕр хăварнă.