18 марта 2009 г.
РФ "Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ çинчен" 9 тата 34 статйисемпе килĕшÿллĕн, организацисенче санитари правилисен требованийĕсене, производство пÿлĕмĕсенче ĕçлекенсем чирлессине асăрхаттарассипе ирттернĕ профилактика мероприятийĕсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăмалла. Унсăр пуçне ĕçлекенсене таса мар микроклимат витĕмĕнчен хÿтĕлессипе çыхăннă мерăсене мĕнле пурнăçланине, ĕçпе кану условийĕсене пăхăннине тĕрĕслемелле.
Ученăйсен тĕпчевĕсем тăрăх, çынсенчен нумайăшĕ ĕç кунне хупă пÿлĕмсенче ирттерет. Унти сывлăш, ытларах чухне, аллергенсемпе, химикатсемпе тата кăмăскапа (плесень) вараланнă. Специалистсем палăртнă тăрăх, ĕç çыннисем хушшинче чирлесси анлă сарăлнă. Пÿлĕмсенчи сывлăш пахалăхĕ япăхланнипе çыхăннă чирсене ученăйсем "сывă мар микроклиматлă пÿлĕмсен синдромĕ" ят панă. Унăн тĕп паллисем: пуç ыратни тата çаврăнни, ÿслĕк, хăвăрт ывăнни, хăсас килни. Сывлăш пахалăхĕ япăх пулни çынсен ĕçлес пултарулăхне чакарать.
Çĕнĕ санитари правилисене çынсен сывлăхне, ĕçлес пултарулăхне таса мар микроклимат витĕмĕнчен сыхлас тĕллевпе йышăннă.
Аса илтеретпĕр, Федераллă саккунăн 32-мĕш статйи уйрăм предпринимательсене çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе санитарипе эпидемиологи мероприятийĕсене пурнăçлама, санитари правилисене пăхăнма хушать.