21 марта 2009 г.
ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем юлашки вăхăтра кăтартăва лайăхлатса пыраççĕ. Январь-февраль уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, мĕн пур йышши хуçалăхра сĕт сăвасси 4,2, ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче 9,9 процент ÿснĕ. Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Куславкка районĕсемсĕр пуçне, ыттисенче кăтартусем ÿсĕмлĕ. Комсомольски, Елчĕк, Тăвай районĕсенче кашни ĕнерен талăкра 13,5 – 12,3 килограмм сĕт сăваççĕ. 12 районта 10 килограмран иртет. Чылай хуçалăхра çак кунсенче талăкра кашни ĕнерен 19,3 – 16 килограмм сĕт суса илеççĕ. Вĕсем – Комсомольски, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Элĕк, Тăвай, Красноармейски, Муркаш районĕсенчи «Рассвет», «Сатурн», «Свобода», «Ленинская искра», «Новый путь», «Акконд-агро», «Красное Сормово», Суворов ячĕллĕ хуçалăхсем.
Çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхра талăкри сăвăм ĕне пуçне 2,6 – 3,3 килограмран та иртмест. Юлса пыракансен йышĕнче – Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи «Лидер», «Аксаринский», «Надежда», «Хастар», «Родник», Калинин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем.
Ĕнесене ешĕл курăк çине кăлариччен вăхăт чылай-ха. Унччен пур пек апатпа тирпейлĕ те перекетлĕ усă курса сĕт сăвассине чакарас марччĕ. Ферма тупăш панине хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсен асра тытмалла.