21 марта 2009 г.
Республикăра кăçалхи çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Ку пĕлтерĕшлĕ, пысăк ăнлавра экономика та, культура та, истори те. Республика Президенчĕ Н.Федоров палăртнă пек, культура экономикăран та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ялти культурăна аталантарассине тĕп вырăна хунă.
Ялти культура учрежденийĕсене мĕн çĕнни кĕтет-ха; Кун пирки ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.ЛИЗАКОВА паллаштарать.
– Роза Михайловна, калăр-ха тархасшăн, хальхи ял клубĕ мĕнле пулмалла;
– Йăлана кĕнĕ тăрăх, ялти клуб культура центрĕ шутланнă. Юлашки вунă çул хушшинче хăш-пĕр ялсенче вĕсем культура вучахĕ пулма пăрахни вăрттăнлăх мар пулĕ. Çакăн евĕр ыйту ялти библиотекăсемпе те тĕл пулнăччĕ. Модельлĕ вулавăшсем уçни çак сферăна пахалăхлă шая çитерме пулăшрĕ. Вулакансен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çак ăнăçлă опыт ял клубĕсене улăштарса çĕнетес концепцин никĕсĕ пулса тăчĕ.
Хальхи ялти клуб учрежденийĕсен нумай енлĕ социаллă культура центрĕ пулмалла. Вĕсенче творчествăлла коллективсемпе кружоксене çÿрекенсене, халăха хăтлă пулмалла. Пушă вăхăта комплекслă йĕркелемесен çынсене ялта тытса хăварма йывăртарах пулни пурне те паллă.
– Чăваш Ен Президенчĕн "ЧР ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне йышăннăранпа çулталăк ытла иртрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра мĕнле ĕçсем пурнăçланă;
– Культура çурчĕсен лару-тăрăвĕ паянхи кун тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Вĕсенчен çуррине яхăн 1970 çулччен çĕкленĕ. Нумайăшне, чылай çул юсав ĕçĕсем ирттерменнипе, реконструкцилемелле тата техникăпа çĕнетмелле. Çĕнĕ программăпа 800 кивĕ, пысăк тăкаклă клубсем вырăнне çĕнетнĕ культура учрежденийĕсем тума палăртатпăр. Вĕсенче пĕрлешÿ принципне пăхăнса финанс, ăс-тăн, пурлăх ресурсĕсем пĕр çĕре пухăнĕç. Ку пулăшусен пахалăхне çĕнĕ шая çитерме, кашни клуб йĕри-тавра лайăх пултарулăх вăйĕсене пĕрлештерме май парать. Палăртса хăваратăп, кун пек чухне эпир пур художество коллективĕсене, ушкăнсене сыхласа хăварма ăнтăлатпăр. Ку питĕ кирлĕ.
2008 çулта программа валли республика бюджетĕнчен 20 млн тенкĕ хывнă. Ку 27 Культура çуртне сасă вăйлатакан, çутă, видеопроекци оборудованийĕсемпе, компьютерсемпе, сцена тумĕсемпе пуянлатма май пачĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕсене клубсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама пулăшрĕ. Вырăнти влаç органĕсем хăйсен шучĕпе çурт тăррине, умне, куракансен залне, кружок ирттермелли пÿлĕмсене çĕнетрĕç. Иртнĕ çул муниципалитетсен клубсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерессипе, 2007 çулхипе танлаштарсан, тăкакĕ 1,4 хутчен ÿснĕ.
Модернизацилемелли программа тăрăх, республика культура учрежденийĕсене кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтерет, вырăнта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, клубсене газификацилеççĕ, телефон çыхăнăвĕ кĕртеççĕ, сĕтел-пукан туянаççĕ, территорие тирпей-илем кÿреççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕпе илсен, ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ пĕлтĕр çурт тăррине çĕнетрĕ, çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуянланчĕ. Çавăн пекех Тралькасси тата Сĕнтĕкçырми Культура çурчĕсем модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Вĕсенче иртнĕ çулах çурт тăррисене тĕпрен юсарĕç.
– Техника базине хăвăртрах лайăхлатас шутлă, анчах çурт тăррине, умне юсама укçа-тенкĕ çук культура учрежденийĕсен мĕнле пулмалла;
– Питĕ пысăк кăмăл пулсан – пĕтĕмпех пурнăçланать. Выртакан чул айне шыв юхмасть тесе ахальтен каламан. Республикăра культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе юсав ĕçĕсене тытăннă тĕслĕхсем сахал мар. Малалла,тен, ял тăрăхĕн ертÿçи, унтан район пуçлăхĕ пулăшу кÿрĕç. Çакăн пекки, тĕслĕхрен, Елчĕк районĕнчи пĕр ялта (Новые Шимкусы) пулнă. Енчен те алă усса ларсан тата патшалăх хăçан пулăшассине кĕтсен, ку клуб юлашкинчен çеç çĕнелсе улшăнĕ.
– Культура çурчĕсене газификацилесси те çивĕч тăрать. Паянхи кун ку енĕпе мĕнлерех лару-тăру;
– 2010 çул тĕлне муниципаллă пĕрлешÿсем ЧР культура учрежденийĕсене газификацилессине вĕçлеме палăртаççĕ. Иртнĕ çул 54 клуба газпа тивĕçтернĕ. Кăçал вырăнти влаçсем 60 культура çуртне перекетлĕ топливо çине куçарма тĕллев лартаççĕ. Çĕрпÿÿ, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче çитменлĕхсем пур-ха, вĕсенче клубсене газификацилесси 40 процентран сахалтарах.
– Вулавăшсене çĕнетни Интернетпа çыхăнма май пачĕ. Чылай библиотекăн хăйĕн сайчĕ пур. Клубсене информатизацилес ĕç мĕнле пырать;
– Культура çурчĕсенче паянхи кун компьютерсен хисепĕ 133 единица шутланать, çулталăк хушшинче 16 процент ÿснĕ, 21 клуб (ытларах РДК) Интернетпа çыхăннă. Культура учрежденийĕсен ĕçне информаципе коммуникациллĕ технологисене кĕртессипе тĕллевлĕ тимлеççĕ. Эпир компьютерсемпе тивĕçтернисĕр пуçне вĕсемпе мĕнле усă курнине те асăрхаса тăрăпăр.
Компьютер вăйă вылямалли тата пичет машини вырăнне ан пултăр. Унпа тухăçлă усă курмалла. Çакна та палăртса хăвармалла, республика тивĕçтернĕ оборудованисем хушшинче аранжировка валли ятарлă программăсем те пур. Вĕсене тĕллевлĕ усă курасса шанатпăр.
– Юсав ĕçĕ ирттерни, техникăпа, компьютерпа пуянланни, паллах, лайăх. Анчах клубсен ĕçĕнче нимĕнле улшăну та пулмасан вĕсем малалла аталанайĕç-ши;
– Эпир бюджет учрежденийĕсен сечĕсене хавхалантармалла, вĕсен хуçалăхпа финанс хăй тĕллĕнлĕхне (самостоятельность) ÿстермелле тесе шутлатпăр. Культура çурчĕсен ăнăçлă аталанса пымалли майсене хăйсене тĕллĕн шырамалла. Ертсе пырассин пахалăхне тата ресурссемпе усă курассин тухăçлăхне ÿстерме эпир районсене ял тăрăхĕн территорийĕнчи пур клуб учрежденине те пĕрлештерсе тăракан юридици сăпатне йĕркелеме канаш патăмăр. Пĕчĕк ялсенчи клубсенчен филиалсем туса хума е вĕсен тухăçлăхĕ пĕчĕк пулсан хупма сĕнес килет. Клубсене çĕнетес тĕлĕшпе йышăннă программа бюджет тулашĕнчи (культура учрежденийĕсем халăха тÿлевлĕ пулăшу пани) укçа-тенкĕн калăпăшне 3 хутчен ÿстерме палăртать.
– Мĕнле пулăшусем вара вĕсем;
– Чи малтанах ку тĕрлĕ тÿлевлĕ мероприятисем – концертсем, спектакльсем, шоу-программăсем, тематикăлла кану каçĕсем, çамрăксем валли дискотека... Клубра тÿлевлĕ кружоксемпе секцисем, çавăн пекех касма-çĕлеме вĕренмелли курссем, бал ташшисем, аэробика, сасă çырмалли студи пулма пултарать. Унсăр пуçне халăха тĕрлĕ çемье уявĕсене ирттерессипе пулăшу пама юрать. Творчествăлла проектсемпе ĕçлени, грант илессипе тĕрлĕ конкурссене хутшăнни хальхи вăхăтра хушма укçа-тенкĕ тума май парать.
– Енчен те темиçе ял валли пĕр клуб хăварсан юнашар ялти çыннăн унта мĕнле çитмелле;
– Çул-йĕр тăвас программа ăнăçлă ĕçлени аякри тата пĕчĕк ялсенчи çынсене культура пулăшăвĕпе тивĕçтерме тата унăн пахалăхне ÿстерме хушма майсем уçса пачĕ. Малашлăхра хальхи автоклубсен паркне анлăлатма шутлатпăр. Ку концерт кăтартакан ушкăнсене уй-хирсене, фермăсене, шкулсене, уяв иртекен вырăнсене тухса çÿреме тата аякри ялсенчи çынсене концертсене, тĕрлĕ мероприятисене леçме май парать. Автоклубсене федераллă тата республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе туянма шутлатпăр.
– Культура çурчĕсенчи специалистсем çак çĕнĕлĕхсене хатĕр-и;
– Çапла, çĕнелнĕ учрежденисен кадрсене хатĕрлесси çине тимлĕх уйăрмалла. Çĕнĕлĕхсемпе ĕçлеме ятарлă мелсем кирлĕ. Ĕç тухăçлăхĕ тÿрремĕнех çакăнтан килет. Министерство, хăй енчен, ку енĕпе утăмсем турĕ. Культура учрежденийĕсен ертÿçисен ертсе пырас ăсталăхне ÿстерессипе программа ĕçлет. Республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕ Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕпе пĕрле тăтăшах вĕренÿ семинарĕсем йĕркелеççĕ. Клуб сферинчи специалистсенчен çурри ку курссенче пулчĕ те.
Ĕç ăнăçлăхĕ, паллах, ялти клуб ĕçченĕсен вăй хурас кăмăлĕнчен тата модернизацилемелли программăн пĕлтерĕшне ăнланнинчен килет.
Çывхарса килекен профессиллĕ уяв ячĕпе пур ĕçтешĕмĕрсене те саламлатăп. Календарьте Культура ĕçченĕн кунĕ пурри сирĕн ĕçĕн пĕлтерĕшне тивĕçлипе хакланине çирĕплетет. Уйрăмах ялти культура ĕçченĕсем ырă сăмахсене тивĕç. Эсир наци культурин авалхи халăх йăли-йĕркисене тытса малалла тăсса пыратăр. Сире пурне те профессиллĕ ÿсĕмсем тума, çак сферăрах нумай çул хушши ĕçлеме ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.