21 марта 2009 г.
Вуннăран нумайрах çын инкеке лексен чрезвычайлă лару-тăру шутланать. Ку лару-тăру çынсене инфекци чирĕсем тата вилĕм патне илсе çитерме пултарать.
Чрезвычайлă лару-тăру классификаципе тĕрлĕрен пулать. Тĕслĕхрен, социаллисене асăнмалла. Вĕсен шутне эпидемисем, выçлăх, вăрçă, терроризм кĕреççĕ.
Экологи лару-тăрăвĕнчен килекеннисен патне çут çанталăк улшăнни, сывлăшра кислород чакни, шывра е апат-çимĕçре сиенлĕ хутăшсем виçерен ытларах пулни, сывлăшра озон сийĕ чакни кĕреççĕ.
Технологи енĕпе пулнисем çаксем: пушарсем, плотинăна шыв татса кайни, производствăран сывлăша сиенлĕ хутăшсем виçерен ытларах тухса кайни.
Ăнсăртран сиксе тухнисем хушшине шăрăх çанталăк, цунами, çил-тăвăл, вулкан сирпĕнни кĕрет.
Çак чрезвычайлă лару-тăрура санитарипе гигиена условийĕсене пăхăнса пырасси чакать, инфекциллĕ чирсем тапранаççĕ (холера, брюшной тиф, гепатит). Предприяти ĕçлеме пăрахнипе унта йĕке хÿресем, шăнасем, хурт-кăпшанкăсем йышланса каяççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен чир-чĕрсем (дизентерия, гепатит) патне илсе çитерме пултараççĕ. Çак асар-писер вăхăтра çынсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаççĕ, урăхла çакна миграци теççĕ. Унсăр пуçне çак вăхăтра ĕçлекен çынсен ĕçĕ пăсăлать, вĕсем пур çĕре те çитсе ĕлкĕреймеççĕ.
Санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн центрĕ виçĕ йĕркепе ĕçленине палăртмалла. Пĕрремĕшĕ – хăрамалли, шиклĕ предприятисенче кулленех тасалăх йĕркине пăхăнассине асăрхаса тăрать, лаборатори тишкерĕвĕсем ирттерет. Ку кашни кунхи ĕç-хĕл шутланать. Иккĕмĕш йĕрке – йывăр лару-тăрăва хатĕр пулни. Çак вăхăтра санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн ларăвĕсем йĕркеленеççĕ, унта кăсăк ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Виççĕмĕш йĕрке – чрезвычайлă лару-тăрура санитарипе гигиена йĕркисене пăхăнасси. Çак вăхăтра санитарипе эпидемиологи отрячĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсем кашни киле çÿреççĕ, çак лару-тăрура çынсене хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантараççĕ. Çавăн пекех лаборатори енĕпе тумалли тишкерÿсене ирттереççĕ.