25 марта 2009 г.
Март уйăхĕн 20-мĕшĕнче, тĕп хулари К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VII Аслă пухăвĕ ĕçленĕ. Çиччĕмĕшне, чăвашшăн чи сăваплă хисеп шутланаканнине, Раççейĕн 26 регионĕнчи 650 ытла йăхташ хутшăннă. Унсăр пуçне чикĕ леш енчи ултă çĕршывран делегатсем хутшăннă. Сумлă хăнасем те чылаййăн пулнă: ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.А.Михайловский, Раççей халăхĕсен ассамблейин ертÿçи Р.Г.Абдулатипов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, çĕршыври чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Г.С.Федоров, ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова, ЧР вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Г.Н.Волков академик тата ытти паллă йăхташсем.
Çĕнĕ йăла кăлармасăр, мĕн пуррине пăрахăçламасăр ĕçе пикеннĕ Аслă пуху. Кун йĕркинче çак ыйтусем пулнă: Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Г.Н.Архиповăн «Икĕ Аслă пуху хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен» доклачĕ, «2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравĕ ирттересси çинчен», «Чăваш наци конгресĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен» çум докладсем, делегатсем тухса калаçни.
Николай Васильевич докладĕнче хăй тытса пыракан патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулни пирки палăртнă. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каланă. Николай Федоров чăваш ялне упраса хăварас тĕлĕшпе пурнăçлакан программăсене те аса илнĕ. Çут çанталăк газĕ, çемье врачĕн офисĕсем, тĕслĕх вулавăшсем, асфальт сарнă çулсем пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулма пăрахрĕç ĕнтĕ. Тата çĕнĕ тĕллевсем тăраççĕ умра. 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртни те çакăнпах çыхăннă пулĕ.
ЧНК хастарĕсене Шупашкарăн çуралнă кунне тĕрĕс палăртманни те, этнопарк тăвас ыйту вăраха тăсăлни те, Республика кунĕнче аякри йăхташăмăрсене пĕтĕçтерекен чăн чăваш Акатуйĕ йĕркелеменни те, çавăн пекех «Чăвашкинон» мухтавне çĕнĕрен чĕртсе тăратасси те, наци интеллигенцийĕ халăх ĕçĕнчен аякра тăни те, çамрăксен форумне пухайманни те, Чăваш халăх çуртне тытса тăрассипе çыхăннă самантсем те тата ытти те пăшăрхантарать.
"Шокăль" коллектив – халăх юррин фестивалĕнче
Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ "Шокăль" фольклор коллективне халăх пултарулăхне юратакансем тахçанах пĕлеççĕ. Ăна хăй вăхăтĕнче чулхуласем те, шупашкарсем те, улатăрсем те тăвăллăн алă çупса йышăннă. Çавăн пекех вăл районти кашни ял клубĕнчех хăйĕн пултарулăхне кăтарнă.
Нумаях пулмасть коллектив республикăри Аслă вăрçă вăхăтĕнчи "Апи, маншăн ан кулян" халăх юррисен "Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм" конкурсне хутшăннă. Зонăри смотр Элĕк салинче пулса иртнĕ. Унта Вăрнар, Красноармейски, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсенчи фольклор коллективĕсем хутшăннă. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн пай заведующийĕ Светлана Лаврентьева тата Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Земфира Яковлева районти пултарулăх ăстисен юррине пысăка хурса хакланă, вĕсене Республика кунĕнче иртекен гала-концерта чĕннĕ. Жюри çакна палăртнă: салтака каякан çамрăксене ăсатнă чухнехи юрăсем уйрăмах çÿллĕ шайра, фольклор коллективĕн çĕнĕ ертÿçи Николай Чубайкин йĕркеленĕ программа питĕ аван.