25 марта 2009 г.
Район пуçлăхĕн А.И.Криковăн йышăнăвĕпе 2009 çула Чечексен çулталăкĕ тесе йышăннине ырламалла çеç.
Çын сывлăхĕ экологипе тачă çыхăннă. Пире хупăрласа тăракан сывлăш вара – пурнăç. Тавралăха вараланипе çынсем чирлесси ÿсме пултарать. Ку паян пурăнакансемшĕн çеç мар, пулас ăрушăн та япăх. Мĕншĕн тесен таса мар сывлăш чи малтан ачасене сиенлет. Чирлĕ çынран çирĕп сывлăхлă ăру кĕтме çук. Тĕслĕхрен, пĕр çемьере пĕчĕк ача пурччĕ. Сăнанă тăрăх, вăл час-часах чирлекелетчĕ. Халĕ шкула çÿрет пулин те тăтăшах больницăна кайса выртать. Ку çемьен урам хушшинчен пуçласа пÿрте кĕричченех тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Çурт ăш-чикки те таса мар. Çакă мар-ши ачан сывлăхне хавшатакан сăлтав; Халĕ улăм е турпас витнĕ пÿртсем çук ĕнтĕ. Ас тăватăп-ха, ĕлĕкрех çил-тăман вăхăтĕнче пÿрт тăрринчи улăма вĕçтерсе салатни те пулкалатчĕ. Кун пек чухне кил хуçи çийĕнчех пÿрт умĕнчи çÿп-çапа шăлса тасатса çунтарнă е шăтăк чавса тирпейлесе удобрени вырăнне усă курнă. Кун пек тумасан ял Канашĕн ĕçтăвкомĕ явап тыттарма пултарнă.
Ĕлĕкхипе танлаштарсан, паянхи ял сăн-сăпачĕ калама çук улшăнчĕ. Кашни ялтах çултан-çул капмар çуртсем çĕкленсе лараççĕ. Килте автомобильсем, тракторсем тытакансем те йышланчĕç. Анчах хăш-пĕр тĕлте тимĕр-тăмăр сапаланса выртнине куратăн. Строительство материалĕсем те чылай.
Яла тирпей-илем кĕртесси унта пурăнакансенчен нумай килет. Урам хушши çÿп-çап тата тем те пĕр тăкмалли вырăн мар. Çакна пурин те асра тытасчĕ.