25 марта 2009 г.
Паянхи мирлĕ пурнăçшăн эпир Аслă Отечественăй вăрçă ветеранĕсем умĕнче ĕмĕр татайми парăмра. Çавăнпах ĕнтĕ патшалăх вăрçă инваличĕсене пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсен пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшать. Акă, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен автомашина илмелли черете тăнисене транспортпа тивĕçтерни те çакна çирĕплетет. Хăшĕсем вара 100-шер пин тенкĕ компенсаци илме кăмăл тунă. Иртнĕ çулхи кĕркунне районти 11 вăрçă инваличĕ "Лада" маркăллă автомашинăллă пулчĕ. Çав йышра – Утаркассинчи Антонина Ивановна Лукина та.
Антонина Ивановна халĕ 85 çулта ĕнтĕ. Хĕрарăм вăрçă çулĕсене манаймасть. Ăçтан манăн ĕнтĕ фронтра пулнине, чунпа тÿссе ирттернине. Тивĕçлех çак парнене А.И.Лукина.
Вăрçă ветеранĕн кун-çулĕнчен çакă паллă. Мишеркасси ялĕнчех çуралса ÿснĕ вăл. Ирех ашшĕсĕр юлнă. Çапла, ашшĕ хÿтлĕхне туймасăр çитĕннĕ хĕр. Ачаранах учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă вăл. Çак тĕллевпе Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран училищĕне пăрахма тивнĕ. Унтан çамрăк колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Палăртмалла, хĕр кирек мĕнле ĕçре те хастарлăхпа палăрса тăнă.
1941 çулта Антонина Ивановна Хватукассинчи шкулта вожатăй пулса ĕçлет. Вăрçă пуçланать. Унăн юратнă çыннине çара илсе каяççĕ. Нумай та вăхăт иртмест, фронтран çыру илет – унăн çывăх юлташĕ хаяр çапăçура пуçне хунă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр çине вăрă-хурахла кĕрсе кайни тата юнлă вăрçăра çывăх çынни вилни, 1943 çулхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче П.Хусанкайăн «Таня» поэмине вулани çамрăк хĕрте патриотла туйăмсем чĕртнĕ.
– "Таня" поэмăна ачасем умĕнче куççульпе вуларăм, хĕр паттăрлăхĕпе хам та хăпартлантăм, чун-чĕре курайманлăхпа тулчĕ. Таня сăнарĕ асран каймарĕ. Эпĕ поэма сăнарĕнчен мĕнрен кая тесе военкомата кайса фронта яма ыйтрăм. Тепĕр виçĕ кунтан çара тухса кайрăм, – тесе каласа панăччĕ А.И.Лукина пĕр тĕл пулура.
Вăрçă çулĕсем... Ăçта кăна илсе çитермен пулĕ вăл çынсене, ăçти фронтра çапăçман пулĕ пирĕн салтаксем. А.И.Лукина та Прибалтика фронтĕнче пулнă, прожектор батальонĕнче тăнă – тÿпери нимĕç самолечĕсене сасран уйăрса, прожектор пайăркисем ярса зенитчиксене пулăшса пынă. Антонина Ивановна хăйĕн тивĕçне яланах тĕплĕн пурнăçласа пынă. Çавăншăн штаб начальникĕн ырă сăмахне темиçе хутчен те илтнĕ. Паттăр, харсăр пулнă чăваш хĕрĕ унта та. Темле йывăр пулсан та Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнех.
Вăрçă чарăнсан А.И.Лукинана Тăван çĕршывăн наградисемпе чысланă. Çав орден-медальсем паянхи кун та ветерана вăрçă çулĕсене аса илтереççĕ.