25 марта 2009 г.
Кăçал, февралĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитнине паллă турĕç.
Мĕн чухлĕ çамрăк асап тÿснĕ çак вăрçăра. Эпир, хальхи çамрăксем, чылайăшĕн ятне-шывне те пĕлместпĕр. Çакна шута илсе Н.И.Полозин тата Т.В.Горбунова педагогсемпе пĕрле хамăр тăрăхра «Шырав» операци йĕркелерĕмĕр. Унăн тĕп тĕллевĕ – Афганистан вăрçине хутшăннă çынсем çинчен пĕлесси, ачасене тĕпчев ĕçне хăнăхтарасси, патриотизмла воспитани парасси, шкул музейĕ валли материалсем пухасси. Çав тапхăрта вĕренекенсем воин-интернационалистсен списокне хатĕрлерĕç, вĕсен çемйисене çитме тăрăшрĕç, салтакри пурнăçĕпе паллашрĕç.
Мăн Этмен ял тăрăхĕнче Афганистан çĕрĕ çинче службăра тăнисем чылаййăн: Н.Охтеркин, В.Богатеев, Юрăпа Валера Ельмовсем, О.Федоров, А.Фондеркин, Н.Фадеев, Н.Венедиктов. Турра шĕкĕр, вĕсем пурте тăван яла чĕрĕ-сывă таврăннă. Эпĕ О.А.Федоров воин-интернационалист кун-çулĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн.
Олег Анатольевич Федоров 1964 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнче Шĕмшешре çуралнă. Ялти шкулта ăс пухнă. 1981 çулта вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетсе алла аттестат илнĕ. 1982 çулхине кĕрхи призывпа çара кайма ят тухнă. Салтака каяссинчен пăрăнма шутламан вăл.
Салтак тумĕ тăхăннă çамрăка шăпа Афганистан çĕрĕ çине илсе çитернĕ. Вĕсен полкĕ Пули-Хумри хулинче вырнаçнă пулнă.
– Йĕри-тавра хăмăшлăх хуçаланатчĕ. Каç пулсан çывăрма та хăраттăмăр. Душмансем кăнтăрла лăпкă çÿретчĕç, каç пуласпа тусем çине хăпарса пирĕн чаçе пăшалтан пеме пуçлатчĕç. Эпир те, паллах, алăран пăшал вĕçертмен. Йывăр пулчĕ, чăтнă эпир, салтак вĕт. Унти шăрăх çанталăка чăтма пушшех йывăр килчĕ пире, чир-чĕр те самаях сывлăха хавшатрĕ. Салтаксем чирлесе кайрĕç, эпĕ те госпитальте выртса куртăм. Çĕленсем те аптратса çитерчĕç.
Тепĕр чухне чăвашсемпе тĕл пулаттăмăр та, мĕн тери савăнаттăмăр. Çав вăрçăра М.Кряжина (Туканаш), С.Арасланова (Хĕрлĕ Чутай), В.Жукова (Карăкçырми), Ю.Михеева (ялти çын) курма тÿр килчĕ. Тĕл пулсан халĕ те çав вăхăта аса илетпĕр, чĕрĕ-сывă юлнăшăн хĕпĕртетпĕр.
1985 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче пирĕн полка Афганистанран кăларчĕç. Киле таврăнакансен – савăнăç, пиртен те юлакансен куçĕсенче хурлăх. Мĕн тăвăн – çар тивĕçĕ, ăна палăртнă вăхăтчен пурнăçламалла, – аса илсе каласа пачĕ вăрçă участникĕ.
Служба хыççăн çамрăк тăван ене таврăннă, Çĕмĕрлери шалти ĕçсен пайне вырнаçнă. О.А.Федоров 22 çул ĕнтĕ çак ĕçре тăрăшать, обществăлла йĕркелĕхе сыхлать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе 2 ывăл çитĕнтереççĕ. Аслă ывăлĕ, Андрей, ашшĕн профессине суйласа илнĕ. Хальлĕхе студент. Кĕçĕнни, Евгений, ЧПУ-ри истори факультетĕнче вĕренет.
О.А.Федоров çемйипе тăван амăшĕпе ялта пурăнать. Хăйне çын пулма вĕрентнишĕн амăшне чунтанах тав тăвать. Çемьери килĕшĕве курса-тăрса ачасем те телейлĕ ÿсеççĕ.