25 марта 2009 г.
Институтра вĕреннĕ чухне ман тĕле йĕркеллĕ юлташсем лекмерĕç. Пирус туртма вĕрентĕм. Тĕнче çав сĕрĕм ăшĕнчен юмахри пекех туйăнатчĕ. Куç илми сăнакан йĕкĕтсемшĕн те йĕпе сăмса мар, хăюллă пике пулас тенĕ-тĕр. Мĕн калăн, айванланнă.
Каярахпа вара киревсĕр çак йăла чĕр нуша пулса тăчĕ. Студентăн кĕсйи ахаль те хулăнах мар. Атте-анне ялтан парса тăни çăкăр валли çитсен те тем пекехчĕ те, анчах çак укçа мурĕ тупăнчĕ. Ача амăшĕ пулас вăхăтсем çывхарнине ăнланнăçемĕн чĕре пушшех сÿлетсе ыратрĕ. Тăхтавсенче именсе институт хыçне утаттăм. Преподавательсем чалăшшăн пăхни кăмăла хуçатчĕ, чĕлĕмпе туслă маррисем шеллени вĕчĕрхентеретчĕ. Чи кÿренмелли вара акă мĕн: юлташсем сĕннĕ эмелсем те, хам çине тăни те пулăшмарĕç.
Тăваттăмĕш курса вĕренсе çитсессĕн пирĕн факультета çамрăк преподаватель килчĕ. Таçта курнăччĕ пек хăйне. Ун чухне тÿрех аса илеймерĕм. Пирус туртнине пула сарăхма тытăннă (темшĕн мана çапла туйăнатчĕ) сăн-питĕме кăтартас мар тесе сарлака хул-çурăмлă Çеруш хыçне пытантăм...
Унăн сасси кăна, унăн куçĕсем çеçчĕ... Хĕр-тусăмсем çамрăк преподавательшĕн каçса кайнине те сисеттĕм. Маншăн вара вăл тÿпери чи çÿллĕ çăлтăрччĕ. Чи аякри те. Мĕншĕн тесен ун чухне эп "ÿссе çитĕннĕччĕ" ĕнтĕ, ăслă та пултаруллă арçынсем нихăçан та пурнăçне пирус шăршиллĕ хĕрсемпе çыхăнтармасса ăнланакан пулнă.
"Акă, курăр, – пĕрремĕш занятие ман нушана пĕлнĕ пекех анатоми преподавателĕ пирус сиенĕ пирки каланинчен пуçларĕ. – Ку – варти пепке. Ак çакă – пирус сĕрĕмĕ. Плацента урлă ача сывлăхне сиенлетесси уншăн ним те мар. Вара айăпсăрскер сывлăш çитменнипе асапланать..." Малалла каланине итлесе пĕтерме текех хал çукчĕ ĕнтĕ – çурма уçă алăкран хăвăртрах тулалла вирхĕнтĕм.
Лапамри шурă хурăн ытамĕнче чун каничченех ĕсĕклерĕм ун чухне. Пуç çаврăнчĕ, кăмăл пăтранчĕ, те ÿпке, те вар-хырăм тĕлĕнче сÿлетсе ыратрĕ. Каллех кирлĕ... "Макăр, асаплан, никам та санăн çăварна ăна вăйпа чикмен! – хама хам кураймасăр калаçрăм, ÿпкелешрĕм. – Турăçăм, мĕншĕн мана çав эсрел сĕрĕмне çăтма чармарăн-ши; Мĕншĕн йĕркеллĕ юлташсем пÿрмерĕн ман тĕле;"
Тĕнче хуралса килнĕн туйăнчĕ. Вăй чакса килнипе сулăнса кайрăм. Чĕтрекен алăсем чун хушнине илтмĕш пулса хăçантанпа ĕнтĕ юлашки хут тенĕ тăшман-тĕркеме тивертме пикенчĕç. Çывăхрах ятран чĕннĕ сасă шартах сиктернĕрен алăри пирус çĕре ÿкрĕ.
– Халь те çаплипех туртатăн-и; – чăр пăхрĕ куçран преподаватель.
Макăрнипе хĕрелсе тăртăннă сăн-пите хальхинче пытарма май та çукчĕ. Василий Сергеевич çине пуçа çĕклесе пăхма хал çитереймерĕм, апла пулин те хам умра кукамай ялĕнче пĕрле выляса ÿснĕ Василек тăнине ăнлантăм.
– Пирус туртатăп, вара мĕн; Юхха тетĕн-и; Пăрахаймастăп тетĕн-и; – тахçан клубран ăсатса яма тăнине аса илсе (ун чухнех пируспа туслăччĕ ĕнтĕ) чĕрре кĕме хăтлантăм эпĕ.
– Эх, айван. Сирĕн курса вĕрентме паччăр тесе мĕн чухлĕ йăлăнман-тăр эпĕ! Халь вара эсĕ манран ниçта та тарса ÿкейместĕн. Ак çакăн вырăнне те – çĕр çинче выртакан пируса пушмакĕпе пусса сÿнтернĕ май калаçрĕ вăл – кăвак хăюсемпе чĕркенĕ чĕрĕ тĕркемсем парнелеме тиветех.
Ман пурнăçра пирус аса килнĕ юлашки кун çакă пулчĕ.