25 марта 2009 г.
Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ "Шокăль" фольклор коллективне халăх пултарулăхне юратакансем тахçанах пĕлеççĕ. Ăна хăй вăхăтĕнче чулхуласем те, шупашкарсем те, улатăрсем те тăвăллăн алă çупса йышăннă. Çавăн пекех вăл районти кашни ял клубĕнчех хăйĕн пултарулăхне кăтарнă.
Нумаях пулмасть коллектив республикăри Аслă вăрçă вăхăтĕнчи "Апи, маншăн ан кулян" халăх юррисен "Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм" конкурсне хутшăннă. Зонăри смотр Элĕк салинче пулса иртнĕ. Унта Вăрнар, Красноармейски, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсенчи фольклор коллективĕсем хутшăннă. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн пай заведующийĕ Светлана Лаврентьева тата Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Земфира Яковлева районти пултарулăх ăстисен юррине пысăка хурса хакланă, вĕсене Республика кунĕнче иртекен гала-концерта чĕннĕ. Жюри çакна палăртнă: салтака каякан çамрăксене ăсатнă чухнехи юрăсем уйрăмах çÿллĕ шайра, фольклор коллективĕн çĕнĕ ертÿçи Николай Чубайкин йĕркеленĕ программа питĕ аван.