АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен сывлăхĕ – пирĕн алăра

28 марта 2009 г.

Мартăн 15-мĕшĕнче халăхсем хушшинчи общественноç тавар илекенсен правилисене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă турĕ.

Çак кунăн тĕп ыйтăвĕ – ачасем таса мар апата çиесси сарăлнипе кĕрешесси.

Ачасен апатланăвĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен шухăшласа юр-вара тĕрĕс суйласа илмелле, вĕсене мĕнле хатĕрленине, мĕнле упрамаллине тимлĕн пăхмалла. Апат-çимĕçе пĕчĕк пасарсенчи иккĕленÿллĕ сутуçăсенчен мар, суту-илÿ тума палăртнă ятарлă вырăнсенче туянмалла. Хăш-пĕр тавар туса кăларакансем çимĕçсем хăвăртрах пиçчĕр, вĕсен тавар сăнне кĕртес тесе сывлăхшăн сиенлĕ хими япалисем яраççĕ. Тĕслĕхрен, йывăр металсем. Вĕсем рак, катаракта чирĕсене пуçараççĕ, пĕвере, щит евĕрлĕ парсене, нерв тытăмне сиенлеççĕ. Радионуклидсем вара щит евĕрлĕ парсен аденомине, лейкоза аталантараççĕ. Хăш-пĕр консервантсем хырăмлăх, пĕверпе пÿре, ÿт-пÿ чирĕсене пуçарма пултараççĕ. Пылаклатма янă япаласем нерв тытăмне сиенлеççĕ, ачасен ăс-тăн аталанăвне чакараççĕ. Ырă шăршă кÿрекеннисем астма, псориаз чирĕсене пуçараççĕ. Пестицидсем, нитратсемпе нитритсем те тĕрлĕ чирсене аталантараççĕ.

Апат-çимĕç хутăшĕ те (пищевые добавки) хăрушлăх кăларать. Раççей территорийĕнче – Е-121, Е-123 сăрăсемпе (краситель), 2005 çултанпа Е-216, Е-217 консервантсемпе усă курма чарнă.

Газлă, пылак шывсем те сывлăха çирĕплетмеççĕ. Сахăр тата ытти хими япалисем мимене "улталаççĕ" çеç. Ытлашши сахăр В ушкăнри витаминсене çунтарса ярать, диабет чирне "çывхартать". Пылак, газлă шывсенче лимон, пан улми, ортофосфор кислотисем пур. Вĕсем вара шăл эмальне ирĕлтереççĕ, унти кальцие çуса кăлараççĕ. Çакăн пекки шăмăсенче те тĕл пулать. Çÿлерех асăннă шывсене пĕрмаях ĕçсен остеопороз чирĕ те аталанма пултарать. Газлă шывсенчен чылайăшĕ ăш хыпнине ирттермест, пачах та урăхла, вĕсене татах та ĕçес килсе тăрать. Ку сахăр хисепĕ пысăк пулнипе çыхăннă.

Малашне пирĕн çĕршывра та шкулсенче, ача-пăча сачĕсенче газлă шывсене усă курма чарнă. Ачасен сывлăхĕ – пирĕн алăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика