АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чире çĕнтерме пулать

28 марта 2009 г.

Мартăн 24-мĕшĕнче уявлакан Пĕтĕм тĕнчери туберкулеза хирĕç кĕрешмелли куна халалласа мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен "Шурă салтак тÿми" ("Белая ромашка") уйăхлăх иртет.

Туберкулез тĕнчери чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсенчен пĕри шутланать. Кашни çул тĕнчери халăхăн 1 проценчĕ туберкулез ертет, çав шутра Раççейре çулсерен 130 пине яхăн çын чирлет.

Туберкулез бактерийĕсем çын организмне сиенлĕ сывлăша сывланă чух лекме пултараççĕ. Çакă инфекцие пуçарать. Организмăн хÿтĕлев вăйĕсем чаксан туберкулез бактерийĕсем хăвăрт ĕрчеме тытăнаççĕ, тĕрлĕ органсемпе тĕртĕмсене сиенлеççĕ, ытларах чухне – ÿпкене. Çавна пула инфекци активлă туберкулеза куçать.

Ытларах чухне ÿпке туберкулезĕпе чирлекенсем инфекци çăл куçĕ пулса тăраççĕ. Сывă мар çын ÿслĕк, сунас, калаçу урлă чире пуçараканлă çăра сурчăк тумламĕсене сарать. Тепĕр чухне пĕр хутчен сиенлĕ сывлăша сывланă хыççăн та туберкулез аталанма пуçлать. Чылай чухне вара çак чирпе нушаланакан çынпа нумай вăхăт хушши тата çывăх хутшăнни туберкулез патне илсе çитерет.

Инфекци хăйне хăй палăрмасть. Бактерисем чи малтан "çывăраççĕ". Инфекци туберкулез чирĕн активлă формине куçсан, бактерисем "вăранаççĕ", хăвăрт ĕрчеме пуçлаççĕ. Чирлĕ çыннăн çак симптомсем палăраççĕ: чылай вăхăт тăсăлакан ÿслĕк, юнлă сурни, кăкăр ыратни, пĕтĕмĕшле хавшани, вăйсăрлăх, кĕлетке температури ÿсни, каçхи тарлани, кĕлетке виçи чакни.

Туберкулез аталанассине çителĕксĕр тата тĕрĕс мар апатланни, пурăнмалли япăх условисем, стресс, пирус туртни, СПИД, алкоголизм, наркомани, токсикомани, ÿпкен вăраха тăсăлакан чирĕсем, сахăр диабечĕ тата ытти те витĕм кÿреççĕ.

Туберкулезпа чирлекен çынна тĕрĕс апатлантармалла, çакă организма çирĕпленме май парать. Чирлĕ çыннăн белокпа пуян апат – тăпăрч, çăмарта, аш-какай, пулă тата пĕвер çимелле. Çавăн пекех тĕрлĕ пăтă çини аван. Асăннă чирпе асапланакан çыннăн рационне А витаминпа пуян çусене (услам çу, хăйма) кĕртмелле. Апатланура ÿсен-тăран çăвĕсем пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çакна каласа хăвармалла. Флюорографи массăллă профилактика тĕрĕслевĕсем ирттермелли анлă сарăлнă меслет пулса тăчĕ. Юлашки 2-3 çул хушшинче флюорографи кабинечĕсем наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕк дозăллă цифрăллă флюорографпа пуянланчĕç. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ, унран пăрăнма кирлĕ мар. Флюорографи туни туберкулеза тупса палăртма пулăшать. Çак чире ирех асăрхани, вăхăтра сипленни туллин сывалма май пани пирки манас марччĕ. Хамăра хамăрăнах упрамаллине те асра тытасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика