28 марта 2009 г.
Ачасен сывлăхĕпе пурнăçне сыхлани наци пуласлăхне упранине пĕлтерет. Ку ыйту паянхи кун нихçанхинчен те çивĕч тăрать: çулсерен çул-йĕр аварийĕсем пулаççĕ, вĕсенче ачасем йывăр суранланаççĕ, инвалид юлаççĕ, çут тĕнчепе сыв пуллашаççĕ. Ача шкула кайиччен урамсемпе çулсем тăрăх утса пысăк опыт пухать. Унăн транспорт енĕпе хăш-пĕр хăнăхусем çирĕпленеççĕ: тĕрĕсси те, тĕрĕс марри те. Юлашкийĕ, шел пулин те, ытларах. Ку сылтăмалла, сулахаялла пăхмасăр çул урлă, урам урлă чупса каçни. Урамра е çул çинче хăвна мĕнле тытмаллине ача ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет. Уйрăмах – амăшĕнчен. Шел пулин те, ашшĕ-амăшĕсем хăйсем те çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлмеççĕ.
Ачан пысăк ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе ашшĕ-амăшĕ велосипед туянса парать. Автотранспорт юхăмĕпе юнашар çул хĕррипе пырсан малтанхи минутсенче çухалса каятăн. Ача пирки мĕнех калăн вара; Унăн пĕр вăхăтрах урасемпе ĕçлемелле, руле тытмалла, йĕри-таврари лару-тăрăва асăрхамалла, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли пирки асра пулмалла. Çул-йĕр лару-тăрăвĕнче улшăнусем пулсанах ача çухалса кайма, хăраса ÿкме пултарать. Велосипед – чи çирĕпсĕр, шанчăксăр транспорт хатĕрĕ. Çакна та манмалла мар: енчен те ачăр 12 çул тултарман пулсан, унăн автомобилĕн малти ларкăчĕнче пыма юрамасть. Машинăри чи хăрушсăр вырăн – водитель хыçĕнче.
Каникул вăхăтĕнче пепкĕр килте юлать-и е каять – ăна яланах çул-йĕр правилисене аса илтермелле. Çул хĕрринче выляма та вĕсене ирĕк памалла мар. Пĕчĕклех çул-йĕр правилисемпе паллаштарăр, вĕсене пăхăнма вĕрентĕр.