28 марта 2009 г.
Çак кунсенче районти ЗАГС пайĕнче юлашки вăхăтри кăтартусемпе интересленме тÿр килчĕ. Асăннă пайăн начальникĕ Е.С.Барышникова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи март уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне пурĕ 43 ача (31 арçын ача, 12 хĕр ача) çуралнă. Тĕплĕнрех çакна калама пулать: пĕччен ача амăшĕсем 13 пепкене кун çути кăтартнă, çул çитменнисем – 3. Пĕлтĕр вара çак тапхăртах 48 ача (арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем 24-шар) çут тĕнчене килнĕ пулнă. Çав шутрах мăшăрланман 10 хĕрарăм ача çуратнă, 18 çул тултарманнисем – 1. Кăçал пĕрремĕш пепкесем 21 çемьере кун çути курнă, иккĕмĕшсем – 16, виççĕмĕшсем – 3, тăваттăмĕш тата ытларах ачасем те 3. Иртнĕ çулта вара 20 пĕрремĕш ача çут тĕнчене килнĕ, иккĕмĕшсем – 16, виççĕмĕшсем – 9, тăваттăмĕш тата ытларах ачасем – 3. Пĕлтĕр пĕр çемьере йĕкĕрешсем çуралнине те палăртмалла.
Ятсем пирки калас пулсан кăçал арçын ачасене ытларах Александр, Максим тата Сергей ятсене панă, хĕр пĕрчисене – Анастасия, Анна тата Анфиса. Иртнĕ çулта ачасене ят хунă чухне ашшĕ-амăшĕсем çаксене ытларах кăмăлланă: арçын ачасенне – Даниил, Алексей тата Артем, хĕр ачасенне – Анастасия, Арина тата Дарья.
Çулталăк пуçланнăранпа, мартăн 25-мĕшĕ тĕлне, пĕтĕмпе 94 çын çут тĕнчепе сыв пуллашнă, вăл шутра – 55 хĕрарăм тата 39 арçын. Иртнĕ çулта çав хушăрах 123 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен 65-шĕ хĕрарăм, 58-шĕ арçын.
Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла. Кăтартусемпе паллаштарнă май Елена Сергеевна район çыннисем ача çуралнине тата çын вилнине регистрацилеме ЗАГС пайне вăхăтра килменнишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Кунта тĕслĕх илсе кăтартни ытлашши пулмĕ ĕнтĕ. Акă, Çĕн Ирчемесри А.В.Михайлова, пĕлтĕрхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче ача çуратнăскер, ЗАГС пайне хăйĕн пепкине регистрацилеттерме кăçалхи мартăн 13-мĕшĕнче кăна çитнĕ. 143-мĕш "Об актах гражданского состояния" Федераллă саккунăн 16 статйин 6-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн вара ача çуралсан вăл çут тĕнчене килнине пĕр уйăх хушшинче регистрацилеттермелле. Тепĕр тĕслĕх – февралĕн 27-мĕшĕнче вилнĕ Тракушкăнчи А.Ф.Яковлевăн ятне мартăн 2-мĕшĕнче хураттарнă, мартăн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă Шĕмшешри Л.П.Богатеева пирки те çак ĕçе мартăн 10-мĕшĕнче кăна пурнăçланă. Кун пек тĕслĕхсем кăçал виçĕ уйăха яхăн хушшинчех 22 çитнĕ. Пĕлтĕр кун пеккисен шучĕ 12 пулнă. Асăннă Федераллă саккунăн 66 статйин 2-мĕш пункчĕпе çын ятне хураттарассине вара çын вилсен виçĕ кун хушшинче пурнăçламалла, тăваттăмĕш кунне кăна ЗАГСа пыни вăхăта ирттерсе яни (просрочка) шутланать. Район çыннисене çÿлерех асăннă ĕçсене саккун ыйтнă пек вăхăтра тума чĕнсе калас килет. Саккуна пăхăнманни явап тыттармалли патне илсе çитернине ан манăр.