АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсене номерлес, урамсен ячĕсене çырас ĕç пырать

01 апреля 2009 г.

2010 çулхи октябрь уйăхĕнче Раççейре халăх перепиçĕ пуласса пурте пĕлетпĕр. Çавна май районта перепиçе лайăх ирттерес тесе комисси йĕркеленĕ. Мартăн 27-мĕшĕнче асăннă комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ларăвăн пĕрремĕш ыйтăвĕпе килĕшÿллĕн халăх перепиçне ирттерес енĕпе уполномоченнăй пулма ку ĕçре сахал мар тимленĕ Лидия Васильевна Тинехпейкинана суйларĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа Л.Тинехпейкина районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Районта пурĕ 9257 уйрăм хуçалăх пулсан, вĕсенчен 3692-шне кăна номерлесе тухнă. Апла пулсан 5565-шне паян-ыран номерлемелле.

Калас пулать, ку енĕпе Атнар, Ачкасси, Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.

Районта пурĕ 70 ял. 70 ялта 205 урам, вĕсенчен 128 урам ячĕсен паллине çакнă, 77-шĕн ятне палăртман. Лару-тăру ял тăрăхĕсенче çакăн пек: Ачкасси ял тăрăхĕнче 17 урамăн ятне палăртман, Атнарта – 19, Мăн Этменте – 6, Хĕрлĕ Чутайра – 13, Пантьăкра – 4, Питĕркассинче - 6, Кив Атикассинче – 4, Хусанушкăнĕнче – 8.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕсен урам ячĕсене çырас, çуртсене номерлес ĕçе вĕçне çитермелле.

Халăх перепиçне тивĕçлĕ ирттерес тесе комисси членĕсем тепĕр ларăва апрель уйăхĕн 3-мĕш эрнинче йĕркелеме палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика