01 апреля 2009 г.
Çурхи хĕвел пайăркисем хытах хĕртнипе юхан шывсем, пĕвесем çинчи пăр çирĕплĕхне çухатрĕ, йăшăкланчĕ (пористый). Ку вăхăтра пăр çине кĕмелле мар. Уйрăмах пулăçсем çакна пăхăнманни пăшăрхантарать. Вĕсем инкек пуласси çинчен шухăшламасăрах пăр çине кĕреççĕ.
Пăр кайнă вăхăтра ача-пăчана куçран вĕçертмелле мар. Вĕсем шыв хĕрринче выляма кăмăллаççĕ, пăр çине кĕрсе ярăнса çÿреме те пултараççĕ. Çакă пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратать. «Шывăн турачĕ çук», – теççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн, педагогсен ачасене шыв-шур тапхăрĕнче асăрхануллăрах пулма вĕрентмелле, инкеке лексен çăлăнмалли правилăсене аса илтермелле, çăлнă çынна пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтармалла.
Енчен те çын шыва кĕрсе ÿкнине асăрхасан çухалса ан кайăр, хăвăр ăна пулăшасси çинчен кăшкăрса пĕлтерĕр, лăплантарма тăрăшăр. Инкеке лекнĕ çын патне утса мар, пăр çийĕн шуса çитме тăрăшăр, алла вĕрен, шарф е пиçиххи, патак илĕр. Шыва кĕрсе ÿкнĕ çынна çак хатĕрсене ывăтса парса туртса кăларма тăрăшăр.
Çăлнă çынна пĕрремĕш пулăшу памалла. Чи малтанах йĕпе тумтире хывмалла. Улăштарма типĕ çи-пуç çук пулсан, çавнах пăрса тăхăнтартма юрать. Вĕри чей ĕçтермелле. Алкоголь шĕвекĕпе усă курмалла мар. Çакă шăнса кÿтнĕ çын сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. Паллах, ăна ăшă пÿрте кĕртмелле.
Инкеке лекнĕ çыннăн та хăйне тытма пĕлмелле. Çухалса каймалла мар, мĕнле çăлăнмалли çинчен шутламалла. Пăр çине хăпарса выртса хырăмпа, килнĕ çулпа каялла шуса тухма тăрăшмалла. Асра тытăр: кĕлетке ăшшин 40-60 проценчĕ пуç витĕр тухса каять. Çавăнпа пуç çинчи çĕлĕке пачах хывмалла мар.
Пăр катăкĕсемпе суранланасран асăрханăр. Сурансенчен юн кайнипе аптăрама пултаратăр.
Шыв-шур тапхăрĕнче асăрханмалли правилăсене пăхăнăр. Хăвăра сыхлăр!