04 апреля 2009 г.
Паллă вырăс çыравçă Н.В.Гоголь çуралнăранпа 200 çул çитрĕ. Çавна май чылай çĕрте тĕрлĕ мероприятисем пулаççĕ. Акă, мартăн 30-мĕшĕнче Туктамăшри тĕслĕх вулавăшра та Л.А.Деведерова библиотека ертÿçи йĕркеленипе «Н.В.Гоголь – поэт, чăн пурнăç поэчĕ...» ятпа литература каçĕ иртнĕ. Ялти 6-7 класс ачисем унта активлă хутшăннă.
Калас пулать, литература каçĕнче ачасем «Хăйне евĕрлĕ аслă çыравçă» кĕнекесен куравĕпе паллашнă, Н.В.Гоголĕн пурнăçĕпе творчествине сăнлакан видеофильм пăхнă. Çавăн пекех çыравçăн «Вечера на хуторе близ Диканьки» произведенине, унти сăнарсене тишкернĕ.