АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăратлă ĕнесем сĕт нумай антараççĕ

04 апреля 2009 г.

Питĕркассинче «Телей» тулли мар яваплă общество йĕркеленнĕренпе вăхăт нумай иртмен-ха. Апла пулин те кунти ĕне фермин кăтартăвĕсем чуна савăнтараççĕ. Иртнĕ çул Мускаври инвестор укçи-тенкипе хуçалăха 76 пуç пăру илсе килнĕччĕ. Хура ула «Голштинофризская» ăратлăскерсем вĕсем. Çамрăк выльăхсене Мускав облаçĕнчи «Раменский» хуçалăхра ĕрчетнĕ.

Паянхи куна малтанхи пăрусенчен чылайăшĕ ĕнесен йышне кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал, акă, ферма ĕçченĕсем 17 пăру йышăннă. Чи пахи – пăруланă ĕнесем сĕт нумай антарни. Хальхи вăхăтра кулленхи сăвăм вăтамран 22-шер килограма çитет. Фермипе талăкра 440 килограмм сĕт пухăнать. Акă ăçта вăл ăратлă ĕнесен тухăçлăхĕ!

Выльăхсене пурĕ ултă çын пăхать. Вĕсене тулли рационпа тăрантараççĕ. Зоя Башкирова доярка ĕç ÿсĕмлĕ пулса пынăшăн хĕпĕртет. Нумай пулмасть ăна ĕнесене сума куçарса çÿремелли установка туянса панă. Ку ĕç хăвăртлăхне ÿстерме, пахалăхне лайăхлатма пулăшать.

– Кĕтĕве ăратлă выльăхсемпе пуянлатса пынин усси пысăк, – тет район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Алевтина Елизарова. – Çакна «Телей» общество тĕслĕхĕ аван çирĕплетсе парать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика