АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă тыр-пулшăн – кĕрешĕве

04 апреля 2009 г.

Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики иртнĕ çул çĕр ĕç культурисем акса ÿстерес тĕлĕшпе пирвайхи утăмсем тунине палăртмалла. Механизаторсем çу кунĕсенче лаптăксене кăпкалатса хатĕрлерĕç, çав шутра малтан хыт-хура кашласа ларнă уйсене те. Çапла вара кунта 1216 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнă.

Кĕрхи çĕртме уссине хресчен лайăх пĕлет. Ăна ытларах туни çур аки хăвăртлăхне ÿстерет, тăпрара нÿрĕк тата усăллă япаласем ытларах пухăнаççĕ. Çакна шута илсе пĕлтĕр 825 гектар çĕртме сухаланă. Кăçалхи çуркунне вара 1000 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварма палăртнă.

Умри тĕллевсене пурнăçлама майсем пур. Иртнĕ çул туяннă хăватлă «Джон-Дир» тата МТЗ-82 йышши тракторсем юсавлă. Вĕсене механизаторсем уй-хир ĕçĕсене тухма хатĕрлесе çитернĕ. Çавăн пекех кăкарса ĕçлемелли техника та 100 проценчĕпех ĕçе юрăхлă. Сăмах май, предприятин вăрлăх пахалăхĕ япăхрах. Халĕ ăна кондицие çитерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

– Тĕпрен илсен, эпир кăçал, республика Президенчĕ палăртнă Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, тухăçлă тыр-пул туса илессишĕн кĕрешĕве тухатпăр, – терĕ фабрика директорĕ Николай Лисаев. – Коллектив шухăш-кăмăлĕ çирĕп, ĕçлес пултарулăхĕ пысăк.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика