04 апреля 2009 г.
Кăçал патшалăх экзаменĕсене тытмалли правилăсем пирки РФ Вĕрентÿ министерстви февраль уйăхĕнче хушу йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, вун пĕрмĕш класри пур вĕренекенĕн те вырăс чĕлхипе тата математикăпа ППЭ тытмалла. Ытти экзаменсене вара – суйласа. Пĕрлехи патшалăх экзаменне ятарлă шкулсен, колонисем çумĕнчи шкулсен выпускникĕсен те тытма ирĕк пур. Кăмăл пулсан, колледжсенче, техникумсенче, училищĕсенче вĕренекенсем те ППЭ тытаяççĕ.
Экзамен вăхăтĕнче класра миçе çын пулмаллине те палăртнă. 15 шкул ачи валли – икĕ çын. Малтанхи пекех экзамента ачасен пĕр-пĕринпе калаçма, мобильлĕ телефонпа, техника хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть. Йĕркене пăсакансене экзаментан кăларса яраççĕ, кун пирки ятарлă акт çыраççĕ. Выпускник пурнăçланă ĕç пайне çав-çавах тĕрĕслеççĕ. ППЭ-рен кăларса янисен тата шута илме тивĕçлĕ сăлтавпа унта хутшăнайманнисен тепĕр хут экзамен тытма юрать.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче сăнавçă вырăнĕнче влаç органĕн, МИХ-сен, ашшĕ-амăшĕн комитечĕн, обществăлла пĕрлешÿсен представителĕсен пулма ирĕк пур. Анчах та вĕсен экзамента шкул ачисене чăрмантарма е пулăшма юрамасть.
Вырăс чĕлхипе тата математикăпа тытнă экзамен хуравĕсене, хушу тăрăх, ППЭ тытнă кун хыççăн 6 талăкран кая юлмасăр тĕрĕслемелле. Ытти предметсемпе – 4 кун.