04 апреля 2009 г.
Ача садĕнче "2007-2011 çулсенче "Хĕвел" ача садне аталантармалли программа" хатĕрленĕ. Унта экологи воспитанине памалли уйрăм пур. Асăннă уйрăмăн тĕллевĕсем: илемлĕхе туйма вĕрентесси; тавралăхăн экологи пуянлăхне ăнлантарасси; чĕрĕ çут çанталăка юратма, ăна упрама хăнăхтарасси.
Экологи воспитанине мĕн пĕчĕкрен, ачасем кĕçĕн ушкăна килсен, пурнăçлама тытăнма пулать. 2-3 çулхи пепкесем ĕненеççĕ, вĕсем аслисемпе пĕрле çăмăллăнах практика ĕçне кÿлĕнеççĕ. Çак ÿсĕмре ачасем чÿречери чечексене шыв, ăшă тата çутă, читлĕхри попугая тырă пĕрчисемпе шыв, участокри хурăна та нÿрĕк кирлине, çавăн пекех хĕллехи вăхăтра кайăк-кĕшĕке апат (çăкăр тĕпренчĕкĕсем, хĕвел çаврăнăш тата ытти те) памаллине ăнкармасан воспитани экологиллĕ пулмасть.
2-3 çулхи шăпăрлансемпе çут çанталăк пулăмĕсене сăнатпăр: хĕвел хĕрÿллĕрех пăхать, юр ирĕлет, шыв юхать, çумăр çăвать... Кунсăр пуçне шыв (сивĕ, ăшă, вĕри), хăйăр (типĕ, нÿрĕ), юр (сивĕ, шурă) пахалăхĕсене сăнатпăр. Опытсем, вăйăсем ирттернине те асăнмалла. Çавăн пекех ачасем участокра аслисем ĕçленине сăнаççĕ. Вĕсене чечексемпе ÿсен-тăрансене пăхса тăрас ĕçе те явăçтаратпăр, çавна май ĕçе юратма тата хисеплеме вĕрентетпĕр, хăй тĕллĕнлĕхе аталантаратпăр. Çакă ачасене хăйсене шанчăклă тытассине çирĕплетет, интереслĕ тата килĕшмен ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхтарать. Çакна та палăртмалла, кашнинчех ачасемшĕн вăй çемми ĕç пултăр тесе тăрăшмалла.
Ĕçре дидактика вăййисемпе ("Во саду ли, в огороде", "Вершки и корешки", "Что где растет;" тата ыттисем те) усă курни те пысăк пулăшу парать. Ачасен сăн ÿкерчĕкĕсенчен курав тата альбом йĕркеленине те палăртмалла.
Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени усăллă пулни иккĕлентермест. Çавна май йăлана кĕнĕ пухусем, конференцисем, консультацисем ирттеретпĕр. "Çут çанталăкра хамăра мĕнле тытмалла" тата "Килте чечексемпе чĕр чунсене усрасси" йышши калаçусем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсене ачасемпе урамра ытларах вăхăта ирттерме, вăрманта, паркра уçăлса çÿреме, çут çанталăк пулăмĕсене сăнама, чечексем, пулăсем е кайăксем туянма сĕнес килет. Çакă ачасене çут çанталăкпа интересленме, чĕр чунсене юратма хистĕ.