АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт васкама хушать

08 апреля 2009 г.

Апрелĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн Пĕчĕк залне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пухăннă. Канашлура виçĕ ыйту пăхса тухнă. Ăна район пуçлăхĕ Александр Криков уçнă.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Георгий Ярлов калаçнă. Вăл çакна палăртнă: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене межевани тăвас, патшалăх кадастрĕн шутне кĕртес тата харпăрлăх ячĕпе регистрацилес ĕçе хăвăртлатмалла. Александр Криков тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин калаçăва хутшăнса ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕр лаптăкĕсене шута илессипе уйрăмах тăрăшса ĕçлеме сĕннĕ. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕсемшĕн палăртнă йĕркепе налук хума кирлĕ сведенисем пама хушнă.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Алевтина Дадюкова пухăннисене районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай туса илесси, 2008 çулхипе танлаштарсан, 107,2 тонна ÿснĕ е 124,6 процент. Шел пулин те, выльăх-чĕрлĕх йышĕ (ĕнесен) чакса пырать. Çакă сĕт ытларах сума чăрмантарать. Кăçалхи виçĕ уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 745 килограмм кăна сĕт сунă (94,9 процент).

Канашлура çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем ака-суха ĕçĕсене хатĕрленни çинчен ыйту пăхса тухнă. Техникăна юсас, топливăпа тивĕçтерес тата минерал удобренийĕсем туянас пирки калаçнă.

Тĕпрен илсен, хăш-пĕр хуçалăхсем çур акине тухма хатĕр мар-ха. Вăрлăх таса марри, агрегатсене хатĕрлесе çитерменни, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕксĕрри тата ытти те пысăк чăрмавсем кăларса тăратаççĕ. Вăхăт вара васкама хушать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика